Иван Иванович Кононов 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫар службине "Байконур" ятлӑ чаплӑ космодромра ирттернӗ. 1969-1971 ҫулсенче Ленинск хулинче, автомобиль полкӗнче водительте служит тунă. Алексей Леонов, Валерий Кубосов, Владислав Волков, Андриян Николаев, Виталий Севостьянов паллӑ космонавтсемпе алла-аллăн паллашнӑ.
Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫ-хӗлне тӑван района халалланӑ. Ӗҫ ҫулӗ "Родина" колхозра водитель пулса пуçланнă. Унтан халӑх ӑна яваплӑ ӗҫ шанса панӑ, «Родитна» колхоз председательне суйланӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче яла газификацилеме, Кистенлĕпуç еннелле каякан ҫула асфальтлама пуҫланӑ, вӑл пилӗк километр тӑршшӗ водопровод тума трубасем хатӗрленӗ. Нумай вӑхӑт хушши М. Горький ячĕллĕ колхозри 3-мӗш бригадин ферма заведующийӗнче ӗҫленӗ. Иван Иванович "Родина" ял хуҫалӑх кооперативӗн парткомӗн секретарĕнче вăй хунă. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан, Иван Иванович шкул автобусӗн водителӗнче ӗҫлет. Унӑн ял хуҫалӑхӗнчи пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 53 ҫул ытла. Иван Ивановича Пăслăк ял совечӗн халӑх депутатне темиҫе хутчен те суйланӑ, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн районти Хисеплӗ грамотӑсемпе наградӑланӑ. Иван Кононов ял хуҫалӑхне аталантарас, районӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнă, районти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнать.
Иван Иванович питӗ лайӑх кил хуҫи, питӗ лайӑх упӑшка, ашшӗ те, аслашшӗ-кукашшĕ те. Валентина Витальевнӑпа пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе 48 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Кононовсем виҫӗ ачана юратса, килӗштерсе ҫитӗнтернӗ. Кононовсен ултӑ мӑнук. Ҫак ҫемье 2021 ҫулта "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" общество медальне тивӗҫнӗ.
— Ку хисеплĕ ят маншӑн — пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫа хаклани. Апла пулсан, эпӗ ӑна тивӗҫлипе пурӑнса ирттертӗм. Хальхи ӑрӑва пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупса, тӳрӗ те тивӗҫлӗ пурӑнăр тесе калас килет. Ҫакна эсир суйланӑ тӗрӗс ӗҫ ҫеҫ тивӗҫтерме пултарасса шанса тӑратӑп. Тӗллевсене пурнӑҫлама ҫамрӑклах пуçлас пулать.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Кононовсен çемье архивĕнчен.