— Пирӗн ялта пирӗн ҫемье пеккисем нумай — Пăслăк халӑхӗ хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, уҫӑ кӑмӑлӗпе, кирек мӗнле ӗҫре те тӗплӗ пулнипе яланах уйрӑлса тӑрать, — тет пире крыльца ҫинче кӗтсе илнӗ май кил хуҫи арӑмӗ Татьяна Николаевна. — Пирӗн ӑрури ҫемьесенчен нумайӑшӗ нумай ачаллӑ. Эпир юратнӑ мӑшӑрпа туя 1994 ҫулхи июль уйӑхӗнче ирттертӗмӗр. Ҫирӗм сакӑр ҫул пӗрле пурӑннӑ хушӑра пирӗн тӑватӑ ача ҫуралса ӳсрӗ.
Захаров мӑшӑрсене Турӑ хӑй ял тӑрӑхӗнче пурӑнма хушнӑ: Такмакра ҫуралнӑ кил хуҫи арӑмӗн те, нумай ачаллӑ Владислав ҫемйинче те килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма, пахчари пахчаҫимӗҫпе садри культурӑсене ӳстерме мӗн пӗчӗкренех юратнӑ. Туй хыҫҫӑн вӗсем ҫурҫӗре пурӑнма куçма та пултарнӑ вӗт. Ҫемье пуҫлӑхӗ унта ҫирӗм ҫул ытла машинист-бульдозерист пулса ӗҫлет. Анчах ялти пурнӑҫ йӗрки иккӗшӗшин те тӑван та, хӑнӑхнӑ та, татӑклӑ та пулнӑ. Ҫапах та кунта, паллах, кил хуҫи арӑмӗ чи пысӑк вырӑн йышӑнчӗ.
— Пирӗн ахаль ҫемье. Эпӗ ял лавккинче сутуҫӑра ӗҫлетӗп, — каласа парать Татьяна Захарова. — Аслӑ хӗр Ксения декретлӑ отпускра. Алина мӑнук виҫӗ уйӑх тултарчӗ. Вӗсем ҫемйипе Пăслăкра пурӑнаҫҫӗ. Катерина хӗр райцентрта нотариус помощникӗ пулса ӗҫлет. Хӗрсем аслӑ юридика пӗлĕвĕ илнĕ. Вӗсен ҫулӗсенчи уйрӑмлӑх — виҫӗ ҫул пӗр кун та пӗр сехет. Захар ывӑл Белебейри механизаципе электрификаци колледжӗн иккӗмӗш курсра вӗренет. Кӗҫӗнни Влада вырӑнти вӑтам шкулӑн тӑххӑрмӗш класӗнче вӗренет. Эпир ҫамрӑк ҫемье чухне пире атте-анне пулӑшатчӗ. Ку ҫурт часах хăпарса ларман. Эпир ӑна вăрах вăхăт турӑмӑр. Халӗ пирӗн тĕп пулăшакансем — пирӗн ачасем. Вӗсем пурте итлекенскерсем, ӑслӑ та ырӑ ҫынсем. Эпӗ вӗсене чунтан юрататăп. Атте-аннесен пурин те ҫавӑн пек ачасем пултӑрччӗ тетӗп.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Захаровсен çемье архивĕ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.