+3 °С
Уҫҫӑнах
Пишпÿлек ялĕ.
Хаклă та юратнă Валерия Валерьевна ЕГОРОВАНА çуралнă кунпа саламлатпăр.
Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр.
Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫăлтӑр,
Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.
Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,
Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей.
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.
Ырлӑх – сывлӑх Турӑ парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
Вариковсем, Ивановсем, Егоровсем.