Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
6 Нарӑсӑн 2023, 20:57

Тӗп пуянлӑх - ачасем

2017 ҫулта Зульфия Закиевнӑна "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе наградӑланӑ.

Тӗп пуянлӑх - ачасем
Тӗп пуянлӑх - ачасем

Халӗ ялсенче вӗренекенсем шкултан ушкӑнӑн-ушкӑнӑн таврӑннине сайра курма пулать. Акӑ Набережнăйĕнчи Муртазинсен ҫуртӗнчен кашни кун ҫичӗ вӗренекен портфельсем йăтса шкул автобусӗ патне васкаҫҫӗ. Вӗсем пурте Каныкайри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ.
Зульфияпа Альберт Муртазинсен ҫемйи нумай ачаллӑ: асли, ашшӗ-амӑшӗн тӗрекӗ пулса тӑнӑскер, Рафаэль 15 ҫул тултарать, иккӗмӗш ачи — Азалия ҫиччӗмӗш класра вӗренет, Рустэм — улттӑмӗш класра, Адэлия тӑваттӑмӗш класра вӗренет, Идэль — виҫҫӗмӗшӗнче, Альмир пӗрремӗш класра вӗренет, Радэль — хатӗрленӳ класӗнче, вӑл та пиччӗшӗсемпе тата аппăшĕсемпе пӗрле шкула каять. Чи кӗҫӗнни Алим виҫӗ ҫулта ҫеҫ. Вӗсемпе пӗрле ҫак ҫуртра Мунира-апа, Альбертăн амӑшӗ те пурӑнать.
— Ҫамрӑк чухне манӑн ҫавӑн пек пысӑк ҫемье пуласси ҫинчен шухӑшламан. Ачасемшӗн пурӑнатӑп. Паллах, вӗсем пурте тӗрлӗрен, кашнин хӑйӗн характерӗ, хӑйӗн киленĕвӗ. Шкулти пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ, вӗренӳре ӑнӑҫлă ĕлкĕрсе пыраҫҫӗ, пурте лайӑх, - тет Зульфия Закиевна, хӑйӗн ачисене пур енчен те аталантарас ӗҫе нумай вӑй хываканскер.
Ачасен спорт ҫитӗнӗвӗсене ҫирӗплетекен медальсем, Хисеп грамотисем стена ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Рафаэль, Идэль тата Адэлия, Азалия спорта кӑмӑллакансем ГТО нормативӗсене панӑ, вӗсене значоксемпе наградӑланӑ. Кӗҫӗнни Алим хӑйӗн пиччӗшӗсемпе аппăшĕсенчен тӗслӗх илессе шанатпăр.
Ача-пӑча йышлӑ пӑхса ӳстерме нумай вӑй-хал тата чӑтӑмлӑх кирлӗ. Муртазинсен ҫемйинче те йывӑрлӑхсем ытларах амӑшӗн хулпуҫҫийӗ ҫине тиенеҫҫӗ пулӗ. Нумай ачаллӑ ҫемье пуҫлӑхӗ Альберт Пономаревкăри Зирган кооперативра темиҫе ҫул механизаторта вӑй хунӑ. Халӗ шкул автобусӗн рулĕ умне ларма хатӗрленет.
— Хуҫалӑхра выльӑх нумай усратпӑр. Сӗтел ҫинчи какайпа сӗт хамăрăн. Ачасем сад-пахча ӗрчетес ӗҫре тата ытти ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ, ҫитӗннисем пӗчӗккисене пăхаҫҫӗ, - ăшшăн кулать амӑшӗ.
2017 ҫулта Зульфия Закиевнӑна "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе наградӑланӑ. Кӑнтӑрла шӑпланнӑ Муртазинсен ҫурчӗ каҫалапа каллех чӗрӗлет. Ку ҫуртра ултӑ арҫын ачапа икӗ хӗрача пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, вӗсен тӑванлӑх туйӑмӗ питӗ вӑйлӑ.
Ляйля ГУМЕРОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ляйля ГУМЕРОВА.
Тĕплĕнрех "Светлый путь" хаçатра вулăр.

Тӗп пуянлӑх - ачасем
Тӗп пуянлӑх - ачасем
Тӗп пуянлӑх - ачасем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: