Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
1 Мартӑн 2023, 14:05

Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс

Ҫыншӑн ҫемье мӗн вӑл? Ку сӑмах пурне те паллӑ.

Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс
Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс

Ҫыншӑн ҫемье мӗн вӑл? Ку сӑмах пурне те паллӑ. Вӑл пурнӑҫӑн малтанхи саманчӗсенчех пирӗнтен кашнинпе юнашар. Ҫемье - кил, атте-анне, ҫывӑх ҫынсем. Вӗсем пурте пӗрле тӑрӑшаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Ку юрату та телей. Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тылпа никӗс.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта "Пысӑк ĕҫ çинчен калаҫни" черетлӗ заняти "Ҫемьери йӑлана кӗнӗ хаклӑхсем" темӑпа иртнӗ. Занятире ҫемье ҫинчен, ҫемье хаклӑхӗсем ҫинчен калаҫнă. Ҫемье, юрату тата тӗрӗслӗх кунне уявлама 2008 ҫулта наци сывлӑхне ҫирӗплетес, ҫемье институтне сыхласа хӑварас тата аталантарас енӗпе ҫӗнӗ патшалӑх политикине, йӑла-йӗрке, ӑс-хакӑл, патриотла вӗренӳ тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе хавхалантарассине палӑртнă.
Ҫемье праҫникӗн июлӗн 8-мӗшӗнче паракан "Юратушӑн тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн" асӑнмалӑх медаль тата питӗ ачаш символĕ - ромашка пур, мӗншӗн тесен ҫак хир чечекӗ мӗн авалтанпах Руçьре юрату символӗ шутланнӑ.
Вӗренекенсем видеопрезентаци пӑхнӑ, кроссвордсене, ваттисен сăмахĕсене чухланӑ. Заняти пӗтес умӗн ачасем ҫак темӑпа ӳкерчӗксем ӳкернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс
Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс
Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс
Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ тӑвакан тыл тата никӗс
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: