-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫемьере эпир сирӗнпе ӳссех пыратпӑр, тӗп никӗс - атте-анне ҫурчӗ. Ҫемьере сан тымарусем пурте пур. Йывӑҫ тымарсемпе вӑйлӑ, ҫын - ҫемьепе. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн йӑхӗн историне пӗлмелле, аслашшӗсен ячӗсене асра тытмалла, пурнӑҫ ҫулне тума пӗлмелле. Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн "Манӑн йӑх-несĕл" уявӗнче Зинаида Николаевна Антонова хӑй йӑхӗ тата ҫемье йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа панă. Уява художество пултарулӑх коллективӗсем тухса калани илемлетнӗ.