Çакна Кандракуль ялӗнчи Зоя Трофимовна Будюкăн ачисем ҫирӗплетеҫҫӗ.
Паянхи кун Иван Трофимовичпа Зоя Трофимовна мӑшӑрсем Кандракульте çулланă мăшăрсенчен пӗри шутланаççĕ. Вӗсем иккӗшӗ те — вӑрҫӑ ачисем. Иван Трофимович 82 ҫул тултарнă, Зоя Трофимовна ҫак кунсенче тӑххӑрмӗш теҫеткене кайӗ.
— Пирӗн атте ача ҫуртӗнче ӳснӗ, ун йăхĕ тӑрӑх тӑвансене шырама пирӗн йӑх-несĕл йывӑҫне тума кӑштах йывӑртарах та пулӗ. Пирӗн юратнӑ аннен пурнăçĕ вара пӗтӗмпех куҫ умӗнче: Ситекри ӗҫчен колхозниксен нумай ачаллӑ ҫемйинче çуралса ӳснӗ, — каласа парать кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Иванович. — Унӑн ҫемйинче, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн фронтовикӗ Трофим Семеновичпа Наталья Сергеевна Макаровсен сакӑр ача пулнӑ. Пирӗн паттӑр мучи 1935 ҫулта Хӗрлӗ çара виҫӗ ҫуллӑха служит тума кайнӑ, унтан 192-мĕш гварди стрелковӑй полкӗнче гварди сержанчӗ ячӗпе тӗрлӗ фронтсенче нимӗҫ захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Унӑн тӑшмана Сталинград патӗнче те, Кенигсберг патӗнче те аркатма тивнӗ. Кукаçейĕн юбилей наградисемсӗр пуҫне çар наградисем те пур: Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, "Паттӑрлӑхшӑн", "Сталинграда хӳтӗленӗшӗн", "Кенигсберга туртса илнӗшӗн" тата "Фашистла Германие çӗнтернĕшӗн" медальсем, вӑл 1945 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче тин килне таврӑннӑ. Колхоз председателӗнче ӗҫленӗ, вăрçă юхӑнчӑкӗ хыҫҫӑн района ҫӗкленӗ.
Аттепе анне тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Тельман ячӗллĕ колхозра ӗҫлерĕç, малта пыракан выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем пулнӑ. Аттепе анне пысăк оптимистсем. Тепӗр ҫултан вĕсем пӗрлешсе пурăннин 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсен виҫӗ ачасӑр пуҫне ултӑ мӑнукпа мӑнукĕн пӗр ачи ҫитӗнеҫҫӗ. Пирте чи лайӑххи - атте-аннерен, уйрӑмах юратнӑ аннерен. Вӑл, ватӑлсан та, сканвордсене тавҫӑрса илме юратать, алмаз тӗррипе интересленет.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.