Майӑн 15-мӗшӗнче тӗнчери ҫӗршывсенчен нумайӑшӗ Çемье кунне уявлать. Ҫемье - пиртен кашниншӗнех пурнӑҫра чи кирли. Ҫемье вăл - ҫывӑх ҫынсем, эпир юратакан, камран тӗслӗх илетпӗр, камшӑн тӑрӑшатпӑр.
Майӑн 16-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Манӑн ҫемье" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансенчен кашниех ҫемье портретне е мӗнле те пулин сюжета ӳкерсе хумалла, унта ӳкерчӗке хутшӑнакансем унӑн ашшӗ-амӑшӗпе вăл хӑй пулмалла пулнă. Ачасем ӳкернӗ вӑхӑтра ял клубӗн специалисчӗ вӗсемпе ҫемье йӑли-йӗркисем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Ҫемье йӑли-йӗркисем, ҫемьере йышӑннӑ нормӑсем, хӑйсене мӗнле тытасси, вӗсем ӑруран ӑрӑва куҫаҫҫӗ. Ачасем хӑйсен ҫемйисенчи йӑла-йӗркесем ҫинчен хавхаланса каласа панă.
Мероприяти пӗтсен ачасем ача-пӑча площадкине кайса хускануллă вӑйӑсем вылянă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.