Ситекпуçĕнчи педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен Александр Ильичпа Валентина Дорофеевна Васильевсен телейӗ — ачисенче.
Ҫак кунсенче 235 ҫул тултарнине палӑртакан чаплӑ Ситекпуçĕнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынсен йӑх-тымарӗпе тӗплӗнрех паллашма тытӑнсан, ҫак ялтан нумай паллӑ ҫынсем тухнинчен тӗлӗнетӗн ҫеҫ. Тӗслӗхшӗн пулсан, ҫак ял ҫыннисенчен иккӗшне те пулин илесчӗ. Ку вӑл 33 ҫул Тинӗс Ҫар флотӗнче службӑра тӑнӑ тата контр-адмирал званине тивӗҫнӗ Леонид Евдокимович Павлов тата Андрей Сахаровӑн наука ушкӑнӗнче водород бомби тунӑ çĕре хутшăннă хими наукисен докторӗ Тимофей Герасимович Федоров. Ҫак ялти ӗҫчен чӑваш халӑхӗн чаплӑ ячӗсен эстафети малалла тӑсӑлать. Педагогика ӗҫ ветеранӗсен Васильевсен ачисем çавăн чи ҫутӑ тӗслӗхĕ пулса тăраççĕ.
— Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри педагогика училищине вӗренме кӗтӗм, анчах икӗ курс хыҫҫӑн Совет Ҫарне Инҫетри Хӗвелтухӑҫне служит тума чӗнчӗҫ, — аса илет 66 ҫулти Александр Ильич, вырӑнти шкулта 31 ҫул директорта ӗҫленӗскер. — Ҫартан таврăнсан вӗренсе пĕтертĕм те 1979 ҫулта тӑван шкулта ӗҫлеме пуҫларăм. Мана Ситекпуçĕнчи сакӑр ҫулхи шкул директорӗн тивĕçĕсене пурнăçлама лартрӗҫ. Анчах кайран директор ҫӗклемне 2010 ҫулчченех йӑтса пыма тиврӗ. Шӑпах Ситекпуç шкулне Уфари музыка училищине пĕтернĕ ҫамрӑк та илемлӗ хӗр Валентина Петрова килнĕччӗ. Вӑл Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ. Эпӗ ӑна тӳрех юратса пӑрахрӑм. Икӗ ҫул хушши çамрӑк специалист Петрован чĕрине тивĕç пулма тăрăшрăм. Эпир Валентинӑпа 1981 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче мӑшӑрлантӑмӑр. Ҫавӑнтанпа вара эпӗ пире шӑпа ӗмӗрлӗхех пӗрлештернӗшӗн кашни кун савăнатăп. Куншӑн шӑпана та, юратнӑ мӑшӑра та питӗ тав тӑватӑп.
Пӗр-пӗрне тахҫантанпах пӗлекен ҫынсен, пирӗн калаҫура, паллах, ачасемпе мӑнуксем ҫинчен сӑмах пуçланчĕ. Васильевсен пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ача ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина шкултан вӗренсе тухса Уфари педагогика институтне пĕтернĕ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ, икӗ хут аслӑ пӗлӳ илнĕ тата "Пушкӑртстанӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята тивĕçнӗ. Ирина икĕ хĕрĕн Дарьйӑпа Екатерина амӑшӗ пулса тӑнă, ҫемйипе республикӑн тӗп хулинче пурӑнаççĕ.
Ҫӳллӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ Игорь ывӑлӗ - С-400 дивизион командирӗ, Псков хулинче сывлӑшпа космос вӑйӗсенче служит тăвать. Ҫак кунсенче подполковник ятне илмелле. Вӑл, ҫар ушкӑнӗн командующине пӑхӑнса тӑракан оперативлӑ пайӑн аслӑ офицерӗ, Сирире службӑра тӑнӑ. Унтан полковник вырӑнӗнче оперативлӑ отдел начальникӗ пулса Оборона министрне Сергей Шойгуна оперативлӑ лару-тӑру ҫинчен хӑй каласа паракан пулнă. Паян Игорь РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Генеральнӑй штабӗ вырнаҫнӑ Ростов-на-Дону хулара командировкӑра, Украинӑра пыракан ятарлă çар операцинче хутшӑннӑ сывлӑш анлӑшне пӗтӗмӗшпех хӳтӗлет. Унӑн патшалӑхӑн çÿллĕ наградисем нумай, Владленпа Кристина хӗрӗсем ҫитӗнеҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем 10000 метр ҫӳллӗшӗнче сасӑсӑр самолетсем йӗр хӑварса, хӑйсен ҫийӗпе вӗҫсе иртнӗ чух, яланах сенкер тӳпенелле ӑмсанса пӑхаҫҫӗ. Александр Ильичпа Валентина Дорофеевнан виҫҫӗмӗш ачи Илья ывӑлӗ çинчен те пӗлме интереслӗ пулас.
— Илья хальхи вӑхӑтра "Боинг-737" авиалайнер командирӗ пулса тӑрать, - мухтанать ашшӗ. — Вӑл пассажирсем лартса ҫӳрекен пысӑк лайнерӑн пӗрремӗш пилочӗ. Ҫемйипе Ижевска пурӑнать. Ситекпуçĕнчи тӗп шкултан вӗренсе тухса, Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта аттестат илнӗ хыҫҫӑн вӑл Бугурусланти вӗҫев училищинче пилота вӗреннӗ. Унтан РФ Сывлӑш флочӗн Академийӗнче вӗреннӗ. Малтан Уфари авиалинисенче чаплӑ "кукурузник" АН-2 самолетпа вӗҫнӗ, Ростов-на-Дону хулинче Хура тинӗс урлӑ "Турецкий поток" газопровод тӑвакан специалистсене турттарнӑ. Унӑн пассажирсем лартса ҫӳрекен ЯК-42 самолетпа та вӗҫме тивнӗ: малтан иккӗмӗш, унтан пӗрремӗш пилот — карап командирӗ пулса 180 пассажирпа. Унта вӑл бортпроводницӑсен бригадирӗнче ӗҫлекен илемлӗ стюардессӑпа Маринӑпа паллашнӑ. Мӑшӑрсен Викапа Валерия хĕрĕсем ҫитӗнеҫҫӗ. Ывӑлсем пирӗн пата час-часах килеймеççĕ. Мӗншӗн тесен кулленхи ӗҫ те, ытти лару-тӑру та кансӗрлет. Ирина хĕр яланах килет. Эпир хамӑр ачасемпе мӑнуксене яланах хавас.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Васильевсен ҫемйин архивӗнчен.