Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Декабрӗн 2023, 09:50

Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат

Михайловка ялӗнче пурӑнакан вăрăм ĕмĕрлĕ Пелагея Николаевна Леонтьевана 101 ҫул.

Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат
Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат

Михайловка ялӗнче пурӑнакан вăрăм ĕмĕрлĕ Пелагея Николаевна Леонтьевана 101 ҫул.
101 ҫул - пĕр ӗмӗр пурӑнса ирттерни пулать. Ветеранӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче нумай ҫул хушши ӗҫленӗ çулсем, пулса иртнӗ ӗҫсен тапхӑрӗ, тулăх, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑл мар пурнӑҫ. Пелагея Николаевна 1922 ҫулта Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ӗҫчен ял ҫыннисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйи яланах ҫителӗклӗ пурнăçпа пурӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хурт-хăмăр тытнӑ, лашасем те, ӗнесем те пулнӑ. Анчах колхозсем йĕркелеме тытӑнсан, ҫемье пуҫлӑхӗ хӑйӗн пӗтӗм хуҫалӑхне коллектива панӑ. Пелагея Николаевна каласа панӑ тӑрӑх, шкула ҫитиччен вӗсем ачасемпе пӗрле кашни ир вӑрманпа тусем урлӑ ултӑ километра яхӑн утнӑ. Кӳршӗри Красный Яр ялӗнче çичĕ класс пӗтернӗ хыççăн, вӑл тӳрех фермӑна доярка пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Ҫулла хирте ӗҫленӗ.
19 ҫулта качча тухнӑ, анчах ҫемье телейӗ нумая пыман, туй хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Мӑшӑрне фронта илсе кайнă. Ҫав вӑхӑтра Пелагея колхоза кладовщик пулса ĕçлеме вырнаҫнă.
Вӑрҫӑ пӗтнӗ, мӑшӑрӗ килне таврӑннă. Пурнӑҫ йӗркеленнӗ пек туйӑннă. Анчах шӑпи хӑй майлӑ ҫаврӑннӑ — тепӗр темиҫе ҫултан упӑшки, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмне пӗччен хӑварса, килтен тухса кайнӑ. 1950 ҫулхи август уйӑхӗнче Пелагея Николаевнан ҫут тӗнчене, нумай пулмасть 73 ҫул тултарнӑ, пӗрремӗш ывӑлӗ Андрей çуралнă. Тӑван килне таврӑнсан, хӗрарӑм шкула уборщицӑна вырнаҫнă. Унта вӑл пилӗк ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра унӑн иккӗмӗш ывӑлӗ ҫуралнӑ.
1960 ҫулта Пелагея Николаевна Приютовăра стройкӑра ӗҫленӗ, унта вӑл пулас упӑшкине Павел Борисович Алексеева тӗл пулнӑ, унпа вӗсем 33 ҫул пурӑннӑ, виҫӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ, пӑхса ӳстернӗ. Стройкӑра вунă ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна хваттер уйӑрса панă. Пелагея Николаевна ун чухне тин уҫӑлнӑ Пелепейри "Автонормаль" заводне резьбонарезчик пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 1993 ҫулта упăшки çĕре кĕнĕ хыççăн, хӗрарӑм тӑлӑха юлнӑ.
39 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, мӑнукӗсене пӑхнă. Анчах пенсире те вӑл дворникра ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ӗҫ ӑна питӗ килӗшнӗ. 70 ҫулта, пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗпе 47 ҫулпа, вӑл тивӗҫлӗ канӑва тӗппипех тухнӑ.
Пелагея Николаевна коммунизмла ӗҫ ударникӗ. Хӑйӗн ӗҫӗшӗн пӗрре мар хисеплӗ грамотӑсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.
"Ырӑ ҫын ӗмӗр ытла пурӑнать", - теҫҫӗ халӑх хушшинче вӑрӑм ӗмӗр пурӑнакансем ҫинчен. Пелагея Николаевна каланӑ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат: ӗмӗр тӑршшӗнче вӑл нихҫан та никампа та хирӗҫмен, унӑн нихҫан та тӑшман пулман.
1995 ҫултан пуҫласа паян кунчченех Пелагея Николаевна Михайловка ялӗнче пурӑнать. Хӗрарӑмӑн виҫӗ ывӑл, тӑватӑ мӑнук хĕрача, виҫӗ мӑнук арçын ача, мăнукĕсен вунтӑхӑр ачи, мăнукĕсен икӗ мӑнукĕ.
Ӗҫре, кулленхи тăрăшулăхра унӑн ҫулӗсем иртнӗ, анчах вӑл паян та ҫулӗсемпе чирӗсене парӑнмасть. Вӑл йывӑр тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ паттӑрсемпе ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗнчен, пирӗн ҫӗршыва аталантарма хӑйӗн нимпе танлаштарайми тӳпине хывнӑ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова тата Пелагея Леонтьеван архивӗнчен.

Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат
Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат
Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ансат
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: