Йăлпăлакри Марсельпе Оксана Юсуповсен нумай ачаллӑ ҫемйинче юратупа ырӑ кӑмӑл атмосфери хуҫаланать.
Вӗсен ҫирӗп те туслӑ ҫемйи вунӑ ҫынран тӑрать — амӑшӗ, ашшӗ, ҫичӗ ывӑлĕ тата хӗрӗ. 2023 ҫулхи декабрьте ҫемьере савӑнӑҫлӑ ӗҫ пулса иртнӗ — Захарпа Марк йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Вӗсем пысӑк ҫемьере ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш ача пулса тӑнă. Юсуповсен ку иккӗмӗш мӑшӑр йӗкӗреш. Аслӑ йӗкӗрешсем Радикпа Владик ултă ҫулта.
Марсельпе Оксана 13 ҫул пӗрле. Вӗсем ҫурҫӗрте, иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ чух паллашнӑ. Хӑйсен шӑпине 2013 ҫулта ҫыхӑнтарса, Оксана ҫуралса ÿснĕ Пишпÿлек районӗнчи Йăлпăлак ялӗнче никӗсленме шут тытнӑ.
Юсуповсен ҫемьери пурнӑҫӗ пӗр-пӗрне ӑнланасси, юратасси тата хисеплесси ҫинче никӗсленсе тӑрать. Ҫак пахалӑхсене вӗсем хӑйсен ачисене те хӑнӑхтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Марсель Пелепей хулинче чылай вӑхӑт вахта мелӗпе водительте ӗҫлет. Оксана вара - кил-ҫурт вучахӗн управҫи. Вӑл кил-ҫурт тытса тӑракан хуҫа, тата, паллах, ҫемье центрӗ пулса тӑрать. Стереотипсене пӑхмасӑрах, сакӑр ача амӑшӗ пачах ывӑннӑ, асапланса пӗтнӗ пек курӑнмасть. Ҫак илемлӗ, лӑпкӑ, йăл кулакан ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине пӑхсан, вӑл нумай ачаллӑ анне теме те йывӑр. Вӑл вӑхӑт ҫитменни ҫине ÿпкелешмест, мӗншӗн тесен ачасемшӗн тӑрӑшни уншӑн пысӑк савӑнӑҫ.
Аслӑ ывӑлӗ Арсений 19 ҫулта. Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче юлашки курсра вӗренет. Строительствӑпа аппаланма юратать. Вӗренсе пĕтернĕ хыҫҫӑн ҫурҫӗре ӗҫлеме кайма шутлать. Иккӗмӗш ывӑлӗ Савелий Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулӑн 11-мĕш класӗнче вӗренет. Вӑл спортсмен, ачаранпах курэшпе кӗрешет, ӑмӑртусене нумай ҫӳрет, малти вырӑнсем йышӑнать. Унӑн пуласлӑхра пысӑк планӗсем пур ӗнтӗ. Хӗрне Виолетта тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл 10-мĕш класра вӗренекен. Юсуповсен ҫемйинче вӑл виҫҫӗмӗш ҫул пурӑнать. Виолетта - Оксанăн аппăшĕн хӗрӗ. Хӗрачан ҫемйинче пулса иртнӗ трагеди хыҫҫӑн Оксана унӑн опекунӗ пулса тӑнă. Йӗкӗреш Радикпа Владик 2017 ҫулта ҫуралнӑ, Йăлпăлакри "Теремок" ача садне ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр ҫул шкула каяҫҫӗ. Давид ывӑлӗ 2021 ҫулта ҫуралнӑ. Февраль уйӑхӗнче вӑл виҫӗ ҫул тултарать, нумай пулмасть ача садне ҫӳреме пуҫланă. Ну, икӗ йӗкӗреш Захарпа Марк вара хальлĕхе тĕп тимлĕх ыйтакан ачасем пулса тăчĕç.
Оксана каласа панӑ тӑрӑх, вӑл хӑй те нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Амӑшӗпе асламӑшӗ вӗсене ашшӗсӗр ӳстернӗ, анчах ачасем вӗсене хуҫалӑхра яланах пулӑшнӑ.
— Эпир ҫемьере пилӗк ача пулнӑ — тӑватӑ хӗр те пĕр ывӑл. Эпӗ те ҫапла шутларӑм: манӑн малтанхи тӑватӑ ача арçын ача пулсан, пиллӗкмӗшӗ хӗрача пулмалла. Анчах шӑпан хӑйӗн планӗсем пулас. Халӗ пирӗн футбол команди тата пӗр хӗр, пулăшакан. Чи кирли, пурте сывă пулччăр, - шанать Оксана Юсупова.
Ҫамрӑк хӗрарӑм каланă тăрăх, нумай ачаллӑ анне пуласси — пысӑк ӗҫ, анчах ачасем ӑна пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пыма пулӑшаҫҫӗ, амӑшлăх савӑнӑҫĕ, урӑх пурнӑҫпа пурăнма пултараймасса шанать вăл. Ывӑлӗсем хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ, килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхаҫҫӗ. Виолетта — тӗп пулӑшаканӗ, апат хатӗрлет, пӗчӗккисене пӑхать.
— Аннелĕх мана вӑхӑт ҫине явапсӑр пӑхмасса вӗрентет. Халӗ кашни сехет пиллӗке уйрăлать. Эпӗ кашни минута ӑнкарса илме тӑрӑшатӑп. Ҫак минутсерен саншӑн чӑннипех те типӗ ҫанталӑкра пӗртен-пӗр шыв тумламӗ пек пулса тӑрать. Вӑхӑта сая янипе сая яманнине тата ӑна хӑвӑн савӑнӑҫлӑ туйӑмусемпе, пулӑмсемпе тултарма тӑрӑшнине уҫҫӑнах сӑнаса тӑратăн. Тӗслӗхрен, компьютер умӗнче ӑссӑр ларас вырӑнне ӗҫ валли уҫӑмлӑ вӑхӑт пур, ҫав хушӑрах вӑл тухӑҫлӑрах та тухӑҫлӑрах пурнӑҫланать, тепӗр вӑхӑт та пур — ачана, хӑйне, ҫемьене тата пурнӑҫа халалланӑ вӑхӑт, — палӑртать Оксана аннелĕх ҫинчен.
Кашни ҫемьери пекех, Юсуповсен хӑйсен пӗчӗк йӑлисем пур. Шӑматкун вӗсем пӗтӗм ҫемйипе пельмень, манты тӑваҫҫӗ, чылай хатĕрлесе хураççĕ. Паллах, ҫуралнӑ кунсене паллӑ тӑваҫҫӗ, уявсем ирттереҫҫӗ, пурте пӗрле торт пӗҫереҫҫӗ. Килте вӗсен яланах савӑнӑҫпа кулă янăрать.
Марсельпе Оксана хӑйсен ачисене юрату, ӑшӑ, ачашлӑх, хисеплӗх атмосферинче вӗрентсе ҫитӗнтереҫҫӗ, унта пӗр-пӗрне ӑнланни, тӳсӗмлӗх, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшни никӗсленсе тӑрать, паллах, тата юрату.
— Ман шутпа, ку пурне те паман телей. Пӗтӗмӗшпе илсен, нумай ачалӑх ҫине мӗнле те пулин нуша ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла мар. Ҫемье вӑл кипкесем, подгузниксем, ача сачӗсемпе шкулсем кӑна мар вӗт. Ачасем - ресурс, аннелĕх вара - юратнӑ ӗҫ, анчах та хам ҫинчен те манмалла мар, — палӑртать Оксана.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Оксана Юсупован çемье архивӗнчен.