Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
25 Кӑрлач , 12:55

Путин Раҫҫейри Çемье çулталӑкне уҫнӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫейри Çемье çулталӑкне уҫнӑ
Путин Раҫҫейри Çемье çулталӑкне уҫнӑ


#владимирпутин
Раҫҫейре тӗрлӗ наци ҫыннисем мирлĕ те килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, ку "ҫемьесен ҫемйи", - пӗлтернĕ Владимир Путин Çемье çулталӑкне уҫнӑ церемонинче.
"Ҫемье хаклӑхӗсем обществӑна пӗрлештереҫҫӗ. Эпӗ ытларах калатӑп: Раççей вӑл чӑнах та пысӑк ҫемье, "ҫемьесен ҫемйи" теме пулать. Кунта тӗрлӗ наци ҫыннисем ҫӗршер ҫул тăршшĕ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ вӗт, вӗсен культури, чӗлхисем, йӑли-йӗркисем нумай енлӗ мар, пачах урӑхла, Раççее пӗрлештереççĕ", - тенӗ Владимир Путин.
Пӗтӗмӗшле хаклӑхсем ҫӗршыва вӑйлӑ, шанчӑклӑ тата пӗрлӗхлӗ тӑваҫҫӗ, - сӑмахне малалла тӑснă патшалăх пуҫлӑхӗ.
Вӑл юлашки ҫулсенче Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 26% ӳснине, вӗсем пӑхса ӳстерекен ачасен шучӗ 30% ӳснине аса илтернӗ.
Церемони умӗн Путин Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье конкурсӗсене хутшӑнакансемпе тата ҫӗнтерӳҫӗсемпе тӗл пулнă, вӗсене пулӑшу памалли хушма мерӑсем ҫинчен каласа панă:
президент указӗпе килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемье виҫӗ тата ытларах ачаллӑ ҫемье шутланать, ку статуса сроксӑр лартаҫҫӗ;
нумай ачаллӑ ҫемьесенче патшалӑх 18 ҫулчченхи е 23 ҫулчченхи ачасене пулӑшать, вӗсем куçăн вӗренеҫҫӗ пулсан;
нумай ачаллӑ ҫемьесем пӗтӗм ҫӗршывӗпе пӗр тан ҫӑмӑллӑх илӗҫ;
влаҫсем нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ипотекӑна тÿлесе татма 450 пин тенкӗ субсиди ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.
Путин палӑртнӑ тӑрӑх, влаҫсем ҫемье институтне ҫирӗплетесси, амӑшӗн тата ашшӗ-амӑшӗн хисепне ӳстересси, ачалӑха, демографи программисене пур енлӗн хӳтӗлесси ҫине чи малтан тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку ҫӗршыв аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗ кӑна мар, хамӑр халӑхӑн малашнехи курӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ, - палăртнă президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://ria.ru/20240123/putin-1923054657

html материалсем тăрăх.

 

 

Путин Раҫҫейри Çемье çулталӑкне уҫнӑ
Путин Раҫҫейри Çемье çулталӑкне уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: