Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
29 Кӑрлач , 10:51

Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче РФ Çемье ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ҫемье праҫникӗ ирттернӗ.

Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче РФ Çемье ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ҫемье праҫникӗ ирттернӗ.

Мероприятие Павловсен тата Лукьянчиковсен ҫемйисене ачисемпе пӗрле чӗннĕ. "Туслӑ ҫемье" тата "Хӗвел" ятлӑ командӑсем тӗрлӗ заданисене пурнӑҫланӑ: "Сирӗн ҫемьен тӗп ҫыннисен ятне калӑр"," Çемье ҫинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларӑшсене пӗлӗр", "Çемьене халалланӑ юрӑсене юрлакансене пӗлӗр" тата ытти те. Çитӗнекен ӑру хӑйӗн ӑрӑвӗн ҫиччӗмӗш сыпӑкне ҫитиччен историне пӗлтӗр тесе, кашни ҫемьен генеалоги йывӑҫҫи ҫине пысӑк акцент тунӑ. Хутшӑнакансем çавӑн пекех "Ҫемье" викторинӑна та хутшӑннӑ, унта ыйтусене ҫемье йӑли-йӗркисене, писательсене, кӗнекесене халалланӑ.

"Встреча" библиотека клубне хутшӑнакансем ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, ачисене, тăван киле халалланӑ сӑвӑсемпе юрӑсем янӑратнă.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫемье командисем пӗрлӗх, тавҫӑрулӑх, пӗлӳ кăтартнă. Хутшӑнакансене пурне те дипломсемпе асӑнмалӑх пысӑках мар парнесем панă.

 

#всейсемьейвбиблиотеку

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club147798411

 

 

Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Ăхпуçĕнче Раççейри Çемье çулталăкне уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: