Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
6 Нарӑсӑн , 10:01

Çирĕклĕри ял клубӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ

Çирĕклĕри ял клубӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ ятпа "Çемье мул арчи" мероприяти иртнӗ.

Çирĕклĕри ял клубӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ

Ҫемье — кашни ҫыншӑн пурнӑҫра чи кирли. Вăл ҫывӑх та тӑван ҫынсем, эпир юратакансем, камран тӗслӗх илетпӗр, камшӑн тӑрӑшатпӑр, кама ырлӑхпа телей сунатпӑр. 2024 ҫула РФ Президенчĕн указӗпе Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Çирĕклĕри ял клубӗнче Çемье çулталӑкне уҫнӑ ятпа "Çемье мул арчи" мероприяти иртнӗ.

Пухӑннисене саламлӑ сӑмахсем Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова тухса каланă. Вӑл йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата ҫемье ырлӑхӗ суннă.

Мероприятие нумай ачаллӑ ҫемьесем, СВОна хутшăнакансен ҫемйисем хутшӑннă.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫемьесем "Разминка", "Санӑн ӗмӗт çурчӗ" — ҫурт тума хӗвсем, "Пысӑк кӗпе-йӗм çăвасси" хаваслӑ конкурссене хастар хутшӑннӑ. "Ҫемье йăла-йĕркисем" конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ҫемье йӑли-йӗркисем, йӑлисем, уявӗсем тата ҫемье хаклӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ. "Халӑх ӑслӑлӑхӗ калать" конкурсра ҫемье ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, каларӑшсене аса илнĕ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланă.

Мероприяти вӗҫĕнче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен "Ҫемье мӑй ҫыххи" пултарулӑх мастерскойӗнче макаронран мӑй ҫыххи пуҫтармалла пулнӑ.

Мероприяти ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: