Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
8 Нарӑсӑн , 12:38

Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă

Ситекпуçĕнчи библиотекӑра "Пӗтӗм ҫемье юратнӑ юмахсен йӗрӗпе" квест-вӑйӑ иртнӗ.

Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ кăçалхи çула Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Ситекпуçĕнчи библиотекӑра "Пӗтӗм ҫемье юратнӑ юмахсен йӗрӗпе" квест-вӑйӑ иртнӗ. Квест-вӑйӑ литература станцийӗсем тӑрӑх тӗлӗнмелле пуҫватмăшсем тăрăх ҫӳрев пулнӑ.
Кашни ҫӗнӗ задание хӑйне майлӑ ҫӑмӑл та интереслӗ тунӑ, анчах чи кирли - командăпа ӗҫе хутшăнни. "Асамлӑ япаласене" валеҫсе памалла, "Тупăннă япаласен бюровне" пулӑшмалла, "Юптарусене" аса илмелле, "Юмахсен тупсӑмĕсемпе" ăса тӗрӗслесе пӑхмалла, "Ваттисен сăмахĕсене" хушса хумалла, пазлсем пуçтармалла та пулнă картинка тӑрӑх юмаха тавҫӑрса илмелле.
Ҫул ҫӳресси пылак апат-ҫимӗҫпе вӗҫленнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем пурте кӑмӑллӑ юлнă.

#Годсемьи
#Всейсемьейвбиблиотеку

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club202344480

 

Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Ситекпуçĕнче Çемье çулталӑкне уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: