Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
13 Нарӑсӑн , 11:30

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ

Эпир сире Ситекпуçĕнчи Ерастовсен туслӑ та нумай ачаллӑ ҫемйипе паллаштарасшӑн.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ
Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ

Ҫемье — пурнӑҫра чи хакли, хавхалану ҫӑлкуҫӗ тата лӑпкӑ гавань, унта сана яланах хавас. Эпир сире Ситекпуçĕнчи Ерастовсен туслӑ та нумай ачаллӑ ҫемйипе паллаштарасшӑн. Иван Михайловичпа Наталья Николаевна 2000 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Юратура ҫичӗ ача пăхса ÿстереççĕ: Алина, Дарья, Мария, Софья, Юлия, Петр, Максим. Икӗ илемлӗ мӑнук ҫитӗнеҫҫӗ: Валерия тата Лиана. 2015 ҫулта Ерастовсем "Ял хуҫалӑхне пулӑшу" программӑпа виҫӗ хутлӑ лайӑх ҫурт туса лартнӑ. Ерастовсен хуҫалӑхӗ ҫирӗп, ачасем мăйракаллă шултра выльăхне пӑхма, кӗтӳ кӗтме пулӑшаҫҫӗ. Аслисем кӗҫӗннисене пӑхаҫҫӗ. Ку ҫемьере ӗҫе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ.

#Годсемьи2024

#седякбашскийсдк

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://ok.ru/group/54151801667774/members

 

 

 

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ
Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: