Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
13 Нарӑсӑн , 12:02

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей

Ситекпуçĕнчи Геннадий Петровичпа Валентина Олеговна Исаевсен ҫемйинче ултӑ ача ÿсет.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей
Нумай ачаллӑ ҫемьери телей

Ҫемье кашни ҫыншӑн, уйрӑмах ачасемшӗн кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл чӑн-чӑн ҫынсем пулма пулӑшать. Геннадий Петровичпа Валентина Олеговна Исаевсен ҫемйинче ултӑ ача: Ангелина, Валерия, Карина, Матвей, Олег тата тин ҫуралнӑ Ярослав. Валентина Олеговна хӑй нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ,унӑн ҫичӗ пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ пулнӑ. Геннадий Петровичӑн ултӑ пиччӗшпе йӑмӑкӗ. Ангелина хӗрӗ Уфара, агропромышленноҫ колледжӗнче вӗренет. Занятисем хыҫҫӑн пӗр курсра вӗренекен ачасемпе маскировка сетки ҫыхма ҫӳреҫҫӗ. Валерия ҫӑмӑл атлетикăпа киленет, йӗлтӗрпе ярӑнма тата ӳкерме юратать. Каринăна илемлӗ гимнастика илӗртет. Матвей кӗрешӳҫӗ пулма ӗмӗтленет. Олег часах икӗ ҫул тултарать, вӑл кунӗ-кунӗпе амӑшӗпе тата кĕçĕн шӑллӗпе пӗрле килте ирттерет.

#Годсемьи2024

#седякбашскийсдк

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://ok.ru/group/54151801667774/members

 

 

 

 

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей
Нумай ачаллӑ ҫемьери телей
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: