Кашни ҫемье хӑйне майлӑ, анчах пурне те хӑйне майлӑпӗр япала пӗрлештерет: юрату тата пӗр-пӗрне хисеплени.
Ситекпуçĕнче пурăнакан Николай Александровичпа Нина Тимофеевна Павловсен ҫемйи мӑшӑрланура ялта пуринчен те ытларах пурӑнакансем шутланаççĕ, ку — 58 ҫул. Икӗ ҫултан 60 ҫул пӗрле пурӑннине — бриллиант туйне уявлаҫҫӗ.
Вӗсем 1966 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрланнӑ. Туйра шăпăр янӑранă, унпа Ситекри Федор вылянă.
Мӑшӑрсем иккӗшӗ те Ситекпуçĕнчен, ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозра ӗҫленӗ. Николай Александрович ӗҫлĕ çулне 1957 ҫулта пуҫланӑ, тӗрлӗ рабочи, тракторист,шофер, механик пулса ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ 45 ҫул шутланать, ӗҫ ветеранӗ пулса тӑрать. Нина Тимофеевна колхозра доярка пулса ӗҫлеме пуҫланă, унтан тӗрлӗ ĕçсенче ӗҫлесе çÿренĕ.
Павловсен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 87 ҫул. Нина Тимофеевна ҫыхма, тӗрлеме юратать. Унӑн ӗҫӗсем Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнчи куравсенче час-часах тухса тӑраҫҫӗ.
Павловсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, вӗсен тăватă мӑнук тата мăнукĕсен пĕр ачи пур.
Çакӑн пек телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗн лайӑх тӗслӗхӗсенче ҫамрӑксем тĕслĕх илмелле тата вӗренмелле те.
#Годсемьи2024
#седякбашскийсдк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774/members