Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
29 Нарӑсӑн , 09:46

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланă

 Кун пирки Баймак район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фанис Аминев хӑйӗн социаллă сетьри страницинче пост вырнаҫтарнӑ.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланă
Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланă


Аслă Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранне Валентина Георгиевна Потапована 101 ҫул тулнă. Кун пирки Баймак район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фанис Аминев хӑйӗн социаллă сетьри страницинче пост вырнаҫтарнӑ.
"Хисеплӗ Валентина Георгиевна, эсир пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчи йывӑрлӑхсемпе нушасене пӑхмасӑр, вӗсем витӗр ҫирӗп те тивӗҫлӗ утса тухнӑ. Сирӗн куҫ умӗнче мӗн чухлӗ событи пулса иртнине тавҫӑрса илме те йывӑр. Эсир Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хӑрушӑ ҫулӗсем витӗр тухнӑ, вӑл вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗршыва юсанӑ. Эсир ҫирӗплӗхӗн, паттӑрлӑхӑн тата Тӑван çӗршыва хӗрӳллӗн юратнин чӗрӗ тӗслӗхӗ! Сире лайӑх туйӑмсем, чун-чӗре вӑйӗ, хастарлӑх, ӑшӑ, тӑрӑшулăх тата темӗн чухлӗ телейлӗ, ҫутӑ кунсем сунатпӑр!"- суннă пуҫлӑх.
Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сетьрен.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-02-25/v-bashkirii-pozdravili-101-letnego-veterana-valentinu-potapovu-3656860

 

 

 

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланă
Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: