Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
4 Мартӑн , 11:44

Пушкӑртри ҫичӗ ватӑ мӑшӑр тӳрех "ылтӑн туй" паллӑ тунă

Пушкӑртра Çемье çулталăкĕнче юбилейлă мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурăнакансене чыслас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Пушкӑртри ҫичӗ ватӑ мӑшӑр тӳрех "ылтӑн туй" паллӑ тунă
Пушкӑртри ҫичӗ ватӑ мӑшӑр тӳрех "ылтӑн туй" паллӑ тунă

Пушкӑртра Çемье çулталăкĕнче юбилейлă мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурăнакансене чыслас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Мартӑн 2-мӗшӗнче, Белорецк районӗнчи ЗАГС пайӗн тата ПР юстици ӗҫӗпе Белорецк хула комитечӗн ӗҫченӗсем пӗр харӑсах ҫичӗ мӑшӑр "ылтӑн" юбилярсене саламланă.

Кашни "юбилейлă" ҫемьере паян кунчченех пӗр-пӗрне юратса хисеплеҫҫӗ. Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ячӗпе ЗАГС пайӗн сотрудникӗсем юбилярсене саламлӑ адреспа асӑнмалӑх парнесем панă.

Аса илтеретпӗр, пӗрлехи пурнӑҫӑн юбилейне 50, 60, 70 тата 75 ҫулсене паллӑ тӑвакан мӑшӑрсем республикӑри ЗАГС органӗсенче парнесем илме пултараҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-03-03/v-bashkirii-srazu-7-supruzheskih-par-otmetili-50-letie-sovmestnoy-zhizni-3667109

 

 

 

Пушкӑртри ҫичӗ ватӑ мӑшӑр тӳрех "ылтӑн туй" паллӑ тунă
Пушкӑртри ҫичӗ ватӑ мӑшӑр тӳрех "ылтӑн туй" паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: