Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
6 Мартӑн , 10:20

Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă

Вӑрӑм ӗмӗр пурӑнакансене юбилейпе саламласси ырӑ йӑла пулса тӑнă.

Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă
Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă

Вӑрӑм ӗмӗр пурӑнакансене юбилейпе саламласси ырӑ йӑла пулса тӑнă. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, Пишпÿлекре пурӑнакан Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫул тултарнă. Ҫак кун ăна Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов ҫакӑн пек паллӑ кун ячӗпе саламланă, вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑма саламлӑ открытка, ҫавӑн пекех асăнмалăх парне панă, Лидия Арефьевнана ҫирӗп сывлӑх, юрату тата тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тăрăшулăхне суннă.
Лидия Арефьевнан йывӑр, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӗ, ӳт-пӗвӗ йывӑр пулин те, вӑл ҫутӑ ҫын пулса юлать. Ҫак чӗрӗ ҫулӑмлӑ хӗрарӑма 90 ҫул тултарнине ӗненме те йывӑр. Вӑл паян та хаваслӑ, хастар. Ҫирӗп сывлӑх сире, Лидия Арефьевна, нумай ҫуллӑха.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страниинчен.

https://vk.com/sp_bizh

 

 

 

Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă
Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă
Пишпÿлекре пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Лидия Арефьевна Павлова 90 ҫулхи юбилей паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: