Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
7 Мартӑн , 09:46

Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ

Хушăлка ялӗнчи нумай ачаллӑ амӑшӗшĕн Снежана Пликинашăн телей — юратнӑ ҫемьере, тӑрӑшуллӑ упӑшкипе чаплӑ ачисенче.

Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ
Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ


Кашни ҫын пӗр хут кăна мар телей мӗн иккенне ыйтса пӗлнĕ. Пĕриншĕн вӑл унӑн юратнӑ ӗҫӗнче, теприншĕн юратнӑ ҫыннинче, - Хушăлка ялӗнчи нумай ачаллӑ амӑшӗшĕн Снежана Пликинашăн телей — юратнӑ ҫемьере, тӑрӑшуллӑ упӑшкипе чаплӑ ачисенче.
— Эпĕ Хушăлкара ҫуралса ӳсрĕм. Кунта вӑтам шкултан вӗренсе тухрăм, унтан Пелепей училищине вӗренме кӗтĕм, унта повар-кондитер профессине алла илтĕм. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хамăн специальноҫпе ӗҫлеме пуҫларăм. Пӗр хушӑ хулара ӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнма шут тытрӑм, - каласа парать Снежана.
Хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Максимпа Снежана шкулта чухнех паллашнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне тӳрех юратса пӑрахнă. Тӑватӑ ҫул тӗл пулсан мӑшӑрсем 2006 ҫулта туй тунӑ.
Ҫамрӑк мӑшӑр Хушăлкара пурӑнма шут тытнӑ, унта вӗсем хӑйсен "ҫемье йӑвине" тума тытӑннӑ, часах атте-анне пулса тӑнӑ. Паян вӗсен пысӑк та туслӑ ҫемье, унта пилӗк илемлӗ ача ҫитӗнет. Ҫак ҫулсенче мӑшӑрсем пӗр-пӗрне пулӑшаççĕ, ачисене пӗрле пӑхса ӳстереççĕ. Пликинсен ҫемйине ялта хисеплеҫҫӗ, ялти ҫынсем хушшинче ҫирӗп те ӗҫчен мӑшӑр тесе пӗлеҫҫӗ.
Пликин мӑшӑрӗсен кашни ачин хӑйӗн интересӗсемпе хăнăхусем пур. Валерипе Евгения хӗрӗсем вунҫиччӗре тата вунулттӑра ӗнтӗ. Вӗсем амăшĕн килти тӗп пулăшаканĕсем. Валерия кӑҫал шкултан вӗренсе тухать. Уфана вĕренме кӗме хатӗрленет. Евгения - спортсменка, баскетболла вылять. Тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать. Ывӑлӗсем - Антон часах вунпӗр ҫул, Тимофей сакӑр çул тултараççĕ. Ачасем иккӗшӗ те лайӑх вӗренеҫҫӗ, шкулти мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне вӗренӳри ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ. 2019 ҫулта çуралнă Алиса питӗ ӑслӑ та пурне те пӗлме юратакан кӗҫӗн хӗр. Вӑл ача садне ҫӳрет.
Пысӑк ҫемье пуҫлӑхӗ Уфа хулинчи строительство компанийӗнче вӑй хурать.
— Мӑшӑр — манӑн тĕп тӗрек. Вӑл пирĕн пурте пултăр тесе тӑрӑшать, ҫавӑнпа нихҫан та ӗҫсӗр лармасть. Нумай пулмасть пӳрте юсарăмăр, ҫурт çумне пÿлĕм тĕксе лартма тытӑнтăмăр. Ӗҫ, паллах, питӗ нумай-ха, - тет Снежана.
Снежана кил вучахĕн управҫи. Вӑл питӗ лайӑх хуҫа: килте хӑтлӑх тума та, юратнӑ килйыш валли мӗнле те пулин тутлӑ апат хатӗрлеме те пӗлет.
— Эпӗ яланах манӑн пысӑк та ҫирӗп ҫемье, шанчӑклӑ тыл пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗм, мӗншӗн тесен хам нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, — тет нумай ачаллӑ анне. — Ку ыйтупа эпир мӑшӑрпа пӗрпек пултӑмӑр. Эпир хамӑр ачасемсӗр пурӑнма пултараймастпӑр, пӗрле питӗ телейлӗ! Юнашарах пирӗн помощниксем пур. Ман аттепе анне мӑшӑрӑн ашшӗпе амӑшӗ пирӗнпе пӗр урамрах пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пире яланах пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн ҫемье питӗ туслӑ, - каласа парать Снежана.
Тата çакна хушса хума пулать Снежана чаплӑ анне кӑна мар, вӑл ял Совечӗн депутачӗ те-ха, ял пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Пӗлтӗр ҫулла нумай ачаллӑ амӑшне "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе наградӑланӑ. Кирек мӗнле хӗрарӑмшӑн та ку, паллах, пысӑк награда, ӑна ҫемье мӑнаҫлӑн йышӑнчӗ.
Ҫак пысӑк та туслӑ ҫемье ҫине пӑхса савӑнатӑн, тата нумай ачаллӑ амӑшӗ те хӑйӗн телейӗшӗн — юратакан упӑшкипе пилӗк чаплӑ ача пурри ҫинчен каласа парать! Снежана каланӑ тӑрӑх, укçа-тенкĕ пурри пурнӑҫра чи кирли мар. Чи кирли - ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

 

Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ
Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ
Чи кирли — ҫемье, ҫывӑх ҫынсем, ачасен телейӗпе сывлӑхӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: