Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
28 Мартӑн , 13:03

Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман

Ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ Петровкӑри Валентина Федоровна Спиридонова кулленхи килти ӗҫсене тума тӑрӑшать.

Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман
Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман

Ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ Петровкӑри Валентина Федоровна Спиридонова кулленхи килти ӗҫсене тума тӑрӑшать.
Паян Петровкӑра (Хушăлка ял Совечӗ) 38 пурӑнмалли ҫуртра 101 ҫыншӑн пурнӑҫ мирлӗ шăвать. Ҫак халӑх пурӑнакан вырӑнта 95 ҫулти Валентина Федоровна чи асли шутланать.
— Эпӗ Кистенлĕ ялӗнче ахаль колхозниксен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Манӑн Александра аслӑ аппа пурччӗ, - аса илет тарават юбилярша пурӑнса ирттернӗ ҫулсене. — Петровкӑра эпӗ качча тухнӑ хыҫҫӑн пурăнма пуçларăм. Аслă Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн ман пата ҫамрӑк та хӑюллӑ фронтовик Данил Спиридонов ҫураҫрӗ. Эпир пӗчӗккĕ кăна туй турӑмӑр. Юратнӑ упӑшкапа ҫичӗ ача ӳстертĕмĕр. Шел те, мӑшӑр ҫирӗм ҫул каялла çĕре кĕчĕ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ, тӑрӑшулăхпа тимлӗхе туйса, кӗҫӗн ывӑлăн Андрейăн ҫемйипе килӗштерсе пурӑнатӑп. Инна кинпе мана питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Вӑл мана тӑван амăшне пӑхнӑ пек пӑхать.
Хушăлкари вӑтам шкулта техработникра ӗҫлекен Инна хӑй те ҫакӑн пек пысӑк мухтава хирӗҫ килти пур ӗҫсене те тума тăрăшакан пирки хисеплесе каласа парать, лара-тӑра пӗлмен тата телевизор умӗнче аллисене усса ларма хӑнӑхман хунямӑшӗ çинчен. Валентина Федоровна килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхать: чӑхсем валли апат хатӗрлет, ҫӑмарта пуҫтарать, килĕн шанчӑклӑ хуралҫине Шарик йытта тата урара чӑлханса ҫӳрекен Мурка кушака апатлать. Апат та пӗҫерет. Хӗллехи вӑрӑм кунсемпе каҫсенче ачисемпе 16 мӑнукне валли нускисем ҫыхать. Ҫу каҫах пахчара лейкӑпа е матикпе ирттерет.
— Сывлӑх пирки хальлӗхе ӳпкелешместӗп. Урасем ҫӳреҫҫӗ, алӑсем ӗҫлеҫҫӗ, куҫсем лайӑх кураҫҫӗ. Анчах темскер начар илтме пуҫларăм, - тунмасть Валентина Федоровна. - Упӑшка МТФра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пулса ӗҫлерĕ, эпӗ чӗкӗнтӗр ӗрчетекен те, тĕрлĕ ĕçсенче те "Хушăлка" совхозра ĕçлерĕм. Пирӗн хамӑрӑн сакӑр хӗрарӑмран тăракан бригада пурччӗ. Эпир ҫӗрулми те чаваттăмăр, йӗтем ҫинче те тырӑ ывӑтаттăмăр. Кирек мӗнле ӗҫе те тума пултарнӑ. Ҫав сакӑр тантӑшран халӗ эпӗ тата Галина Тиникова ҫеҫ чӗрӗ юлчӗҫ, вӑл манран ҫамрӑкрах, кӳршӗре пурӑнать. Эпир пӗр-пӗрне куратпӑр та иртнӗ чаплӑ пурнӑҫа аса илетпӗр.
Юлашкинчен Валентина Федоровна Хушăлка ял совет администрацине ăна манманшăн пысӑк тав тунă, унӑн пуҫлӑхӗ Виктор Владимирович Тимофеев юбилей ячӗпе саламлама килнӗ, РФ Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ячӗпе Саламлӑ ҫыру панă, пысӑк уяв торчӗ илсе килнӗ. Тӑван ачисемпе мӑнукӗсем амӑшӗпе юратнӑ асламӑшне лайӑх уяв туса ирттернĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман
Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: