Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
17 Апрелӗн , 10:33

Çемьен ылтӑн юбилейне паллӑ тунă

Вишневкăри Геннадий Ивановичпа Нина Григорьевна Степанов мӑшӑрсем 50 ҫул тату пурӑнаҫҫӗ.

Çемьен ылтӑн юбилейне паллӑ тунă
Çемьен ылтӑн юбилейне паллӑ тунă

Вишневкăри Геннадий Ивановичпа Нина Григорьевна Степанов мӑшӑрсем 50 ҫул тату пурӑнаҫҫӗ.
Паян чӑнкӑ сӑртсем хушшинче тата хрусталь пек таса ҫӑлкуҫсемпе пӗчӗк юханшывсем хушшинче илемлӗн вырнаҫса ларнӑ пӗчӗк Вишневкăра (Хушăлка ял Совечӗ), газпа ӑшӑтакан тата водопроводлӑ виҫӗ ҫуртра пилӗк ҫын пурӑнать. Вӗсем пурте ватӑ ӗнтӗ. Кунта пурӗ те пӗр пӗчӗк урам кӑна. Кунта хутран-ситрен паллӑ е пысӑк ӗҫсем, ҫитменнине тата темле массӑллӑ событисем пулса иртмеҫҫӗ. Нумай пулмасть Степановсен ҫемйи ҫемье ушкӑнӗнче мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗн чаплӑ ылтӑн юбилейне паллӑ тунӑ. Ку Вишневкăра пуриншӗн те пӗрлехи уяв пулса тӑнă!
— Эпӗ Хушăлкара ҫуралнӑ, - тет юбилярша Нина Григорьевна. — Турӑпа шӑпа пӳрнӗ Геннадий Иванович кӳршӗри чапа тухнӑ чӑваш Слакпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Эпир иксӗмӗр те ҫитмӗл виҫҫӗмӗш ҫулпа пыратпăр. Юратса килӗштерсе ҫур ӗмӗр пурӑнса эпир тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫитӗнтертӗмӗр. Вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе Пелепейре, Аксаковӑра, Михайловкӑра тата Хушăлкара пурӑнаҫҫӗ. Мӗнле килсе тухрӑмӑр-ха эпир ҫак илемлӗ яла? Ку вӑрӑм истори. Пирӗн ял яланах ҫакӑн пек пӗчӗккӗ пулман, пысӑк тӗнчерен уйрӑлса тӑман. Чӗререн калатӑп: "Вишневка" сӑмах хӑлхана ачашлать, ман куҫ умӗнче чечекленекен чие сачӗ ҫуратать. Ҫавӑнпа та эпир упӑшкапа кунтан куҫса кайма шутламастпӑр та, ачасем вӗсен патне тата хальхи цивилизацие ҫывӑхрах пурӑнма чӗнеҫҫӗ пулин те.
Чӑнах та, нумаях пулмасть Вишневка "Кош-Елгинский" совхозӑн районти чи пысӑк отделенийӗсенчен пӗринче пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялта шкул, медицина пункчӗ, клуб тата гаражлӑ икӗ хутлӑ пысӑк социаллӑ центр туса лартнӑ. Центрта бассейнлӑ мунча та ӗҫленĕ. Ун чухне районта ун пекки урӑх ниҫта та пулман!
— Кӗҫӗн ывӑл Алексей ҫуралсан, врачсем унӑн йывӑр ÿпке чирне палӑртрӗҫ, - ҫемье историне малалла тӑсать Нина Степанова. — Вӗсем пире халех пурăнмалли вырӑна улӑштарма сӗнчӗҫ. Ун чухне эпир Михайловкӑра пурӑнаттăмăр. Упӑшка совхозра водительте ӗҫлетчĕ. Ҫемьепе канашларăмăр та куҫса кайма шут тытрăмăр. Эпир ачасемпе тата мӗнпур ӑпӑр-тапӑрпа ӑшӑ ҫӗре кайрӑмӑр. Врачсем ун чухне пире Вӑтам Азие пурӑнма кайма сӗнчӗҫ. Вунпӗр ҫул тăршшĕ Ташкентра пурӑнтăмăр. Унта аванччӗ. Анчах пирӗн пӗрмаях тӑван ҫӗршыва каяс килетчӗ. Эпир каялла таврӑнма шут тытрӑмӑр. Ҫапла Вишневка лекрӗмӗр. Пирӗншӗн халӗ ҫӗр ҫинче пуринчен те лайӑх вырӑн ҫук. Манӑн Гена строительство бригадинче, водительте ӗҫлерӗ. Эпӗ разнорабочи пултăм, кайран ялта сельмагра, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен лавка заведующийӗнче ӗҫлерĕм.
Тĕпрен илсен, хĕрарăм ялти йывӑрлӑхсем ҫинчен ӳпкелешмест. Хĕл тӑршшӗпех çула тракторсем тасатаççĕ. Степановсем апат-ҫимӗҫ илме лавкасене хӑйсен автомобилӗпе тухаҫҫӗ. Вӗсен пысӑк сад-пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла пахчи, вӗсене ачасемпе ҫичӗ мӑнукĕ валли ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫак райра ҫулсеренех кӑмпапа ҫырла тинӗсӗ пулать. Сывлӑш та кунта уйрӑм! Мăшăрсем нумай пулмасть выльӑх усрама пӑрахнă, анчах вӗсен мини-утар пур. Вӗсем пыл хурчӗсене ҫурхи ревизи туса ирттернĕ ĕнтĕ. Мӑнукӗсем ҫу каҫах вӗсем патӗнче ирттереҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм йышлă тӑванĕсем Нина Григорьевнапа Геннадий Ивановичӑн юбилей уявне килнӗ. Унччен маларах Хушăлка ял совет пуҫлӑхӗ Виктор Владимирович Тимофеев юбилярсене нумай ӑшӑ та ырӑ сӑмах сунса парне панă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Степановсен çемье архивĕнчен.

 

Çемьен ылтӑн юбилейне паллӑ тунă
Çемьен ылтӑн юбилейне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: