Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи кирли. Шӑпах ҫемьере эпир юратăва, яваплӑха, ӗҫе, хисепе вӗренетпӗр.
2024 ҫула Раҫҫейре Ҫемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, Усак-Кичура "Манӑн ҫемье - манӑн крепость" мероприяти йӗркеленӗ тата ирттернӗ. Мероприяти ҫемье командисен ӑмӑртӑвӗ пулса тӑнӑ, ăна ҫемье ҫине хисеппе пӑхассине ӳстересси, ҫемье хутшӑнӑвӗсенче лайӑх опыт йӗркелесси, пӗрлехи пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ патне туртӑнасси, ачасемпе ҫитӗннисем пĕр-пĕрне ӑнланасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хӑйшӗн тата команда членӗсемшӗн явап тытасси, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетесси, обществӑн культурине ӳстересси ҫине тӗллев лартнӑ.
Питӗ аван, савӑнӑҫлӑ иртнĕ! Уяв пурне те ҫутӑ эмоцисем тата савăк кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
#ДеньСемьиРБ2024
#СемейныйБашкортостан
#ГодСемьи2024
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.