Майӑн 17-мӗшӗнче районти ача-пӑча библиотекинче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне халалланӑ "Манӑн ҫемье - манӑн пуянлӑх" пӗлӳ программи ирттернĕ. Библиотекарь ачасене ҫемьерен ҫын пурнӑҫӗ пуҫланни ҫинчен каласа панă. Ҫемье – пирӗн пурнӑҫри чи кирли, вӗсем - ҫывӑх та тӑван ҫынсем, эпир юратакансем, камран тӗслӗх илетпӗр, камшӑн тӑрӑшатпӑр, кама ырлӑхпа телей сунатпӑр. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа яваплӑха, тӑрӑшулăхпа хисепе вӗренетпӗр. Ҫавӑнпа та ку уяв пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех ачасем ҫемье мӗн иккенне, ҫемьере яланах тӑнӑҫлӑх, туслӑх тата хисеп пултӑр тесе мӗнле тумалли пирки калаҫнă. Ачасем хӑйсен чи ҫывӑх тӑванӗсем ҫинчен кала-кала панă, юмах тупсӑмĕсене тупнă.
Малалла ҫемье чечекне "Чечек ҫемье символӗ пек" туса хатӗрлекен ӑсталӑх класӗ иртнӗ, унта кашни чечек çулçи ҫемьешӗн хаклӑ та пахалӑхлӑ тесе алӑ пуснӑ. Ачасем кашни ӗҫе хӑйсен аллисен ӑшшине, чунне, юратӑвне хывнă.
Мероприяти кӑсӑк та пĕлÿллĕ иртнӗ, ачасем нумай савӑнӑҫ тата лайӑх эмоци илнĕ.
#ДеньСемьи2024
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221