Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Июлӗн , 12:18

Путин ҫемьесене пулăшассине обществопа наци задачи тенĕ

#владимирпутин

Путин ҫемьесене пулăшассине обществопа наци задачи тенĕ
Путин ҫемьесене пулăшассине обществопа наци задачи тенĕ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июлӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей гражданӗсемшӗн ҫемьесене пулӑшу парасси пӗтӗмӗшле тӗллев пулнине пӗлтернӗ.
"Палӑртса хӑваратӑп, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатасси, ача ҫуралассипе нумай ачалӑха пулӑшасси, ҫемье хаклӑхӗсемпе ҫирӗплӗхне ҫирӗплетесси, Раҫҫей ҫемьисен пурнӑҫӗн тивӗҫлӗ пахалӑхне тивӗҫтересси - пирӗн приоритетлӑ обществăпа наци задачи. Ҫемьесем килӗштерсе мӗн чухлӗ ытларах пурӑнаҫҫӗ, пирӗн общество ҫавӑн чухлӗ гуманлӑрах та вӑйлӑрах, унӑн пуласлӑхӗ ҫавӑн чухлӗ шанчӑклӑрах", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ Çемье кунне, юратупа шанчăклăха халалланӑ концерта хутшӑнакансемпе хӑнасене чӗнсе каланă чухне. Унӑн текстне Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Путин тата палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче ашшӗ-амӑшӗпе ачисем вӑхӑта усӑллӑ та тулли кӑмӑлпа ирттерме пултаракан тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ.


https://iz.ru/1722227/2024-07-03/putin-nazval-podderzhku-semei-obshchenatcionalnoi-zadachei

 

Путин ҫемьесене пулăшассине обществопа наци задачи тенĕ
Путин ҫемьесене пулăшассине обществопа наци задачи тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: