Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
1 Августӑн , 14:14

Юратăва нимӗн те улӑштармасть

  Тулубай ялӗнчи Галина тата Николай Фурсеевсен ҫемйинче пилӗк хăйсен ачипе усрава илнĕ пилĕк ача телей тупнӑ.

Юратăва нимӗн те улӑштармасть
Юратăва нимӗн те улӑштармасть
 
Тулубай ялӗнчи Галина тата Николай Фурсеевсен ҫемйинче пилӗк хăйсен ачипе усрава илнĕ пилĕк ача телей тупнӑ.
"Эпир пурлӑх нумайлатассипе, карьерӑпа, укҫа ӗҫлесе илессипе ытлашши интересленетпĕр. Ҫав хушӑрах чи кирли — ашшӗ-амӑшӗн телейӗ пулнине те манса каймалла мар. Пирӗн ҫул - ҫирӗп ҫемьесем, нумай ачаллӑх, ачасене ырӑ, тĕрĕс-тĕкел, тӳрӗ ӗҫ, ҫемье тата тӗрӗслӗх законӗсем ҫине тӗревленсе пӑхса ӳстерни" — çакӑн пек сӑмахсем Республика Пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Патшалăх Пухӑвне-Курултайе янӑ ҫырура янӑранă.
"БишБалык" гастрономи фестивалӗнче Галинӑпа Николай Фурсеева "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медальпе наградӑланă. Вӗсем кӑҫал ахах туйне — пӗрле пурӑнни 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунă.
— Эпир иксӗмӗр те кунтисем. Манӑн аттепе анне Зинаидапа Виталий Яковлевсем 60-мӗш ҫулта кунта Пăслăкран куҫса килнӗ. Николайăн ҫемйинче ҫичӗ ача ӳснӗ, эпир сакӑр ача пулнӑ. Пирӗн ял пӗчӗккӗ, пурте пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ, шӑпа ҫапла хушнӑ пуль, эпир иксӗмӗр те, ҫемье çавăрса, пӗччен тӑрса юлтӑмӑр. Николай арăмĕсĕр юлсан, унăн виҫӗ ача юлчӗ, манӑн Руслан ывӑл ӳсетчĕ, — ҫемье пуçланса кайнин историпе Галина Витальевна паллаштарать. — 1994 ҫулта эпир пӗр çуртра пурӑнма пуҫларӑмӑр, ун чухне Николай хӗрӗ Настя 13 ҫултаччĕ, Гриша ывӑлӗ — 12, Анатолий — 10 ҫултаччĕ.
Ҫемье пуҫӗ ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван ҫӗр ҫинче тӑрӑшнӑ. Ҫара кайиччен механизатора вӗренсе тухнӑ та Демский совхозӑн виҫҫӗмӗш уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Николай Григорьевич нумай ҫулсем хушши К-700 тракторпа вăй хунă, малта пынӑ, кӑкӑрӗ ҫине çакмалли "XI пилӗкҫуллӑх ударникӗ" значокĕ пур. Акатуйсенче ҫӗр ӗҫченӗн хастар ӗҫне темиҫе хутчен те хаклӑ парнесемпе паллӑ тунӑ.
— Пурнӑҫ кӑсӑк, тулли иртрӗ, нумай ӗҫленӗ пулин те, ялта яланах туслӑ та савӑнӑҫлӑ каннӑ, — аса илет Галина Фурсеева. — Ял пӗр ҫемьепе пурӑнать, савӑнӑҫне те, хуйхине те ҫурмалла пайлать.
Нумай ачаллӑ амӑшӗ пулса тӑнӑ Галина Витальевна вырӑнти "Теремок" ача садĕнче повар пулса ӗҫленӗ, килте те ĕç ҫителӗклӗ пулнӑ.
- Настьӑн ҫемье пурнӑҫӗ ӑнмарĕ, пӗрремӗш упӑшкипе вӑл уйрӑлчĕ, унӑн Дима ывӑлне пăхма пӗтӗмпех хамăр ҫине илтĕмĕр. Кӑшт каярах пирӗн ҫурта Анжелика килсе кӗчӗ. Ун чухне районти опекӑпа попечительство пайӗнче Эльвира Фарвазовна ӗҫлетчĕ, унӑн Кăрканти социаллӑ приюта хӗрачана палӑртмалла пулнӑ. Вӑл пурӗ те тӑватӑ ҫулта ҫеҫчĕ, йӗркеллӗ калаҫма та пӗлместчĕ, - тет хĕрарăм.
Мӑшӑрсем кӑшт каярах, хӑйсен ачисене пӑхса ӳстерес опыт пур пирки, Декабринан ашшӗ-амӑшӗ йышӑнакан пулса тӑнӑ, ун чухне вӑл тӑваттӑмӗш класра вӗреннӗ. Опекунство тунă, унпа часах пӗр чӗлхе тупнă.
— Пӗррехинче ҫулла эпир социаллӑ приюта кайрӑмӑр та пире вӑхӑтлӑха Риматпа Олег Якуповсене хамӑр пата илме ыйтрĕç, мӗншӗн тесен часах приютра юсав ӗҫӗсем пуҫланмаллаччĕ. Ачасем пирӗн патра икӗ хутчен хӑналаннăччĕ, эпир вӗсене хамӑр ҫемьене вырнаҫтартӑмӑр. Упӑшка каларĕ: "Пӗрисене ÿстернине, ыттисене те ӳстерӗпӗр". Хăнăху тапхӑрне усрав ачасем ӑнӑҫлӑ иртрӗҫ, вӗсем тӑван пек пулса тӑчӗҫ. Мӑнук пек вӗсем упӑшкана "кукаçей" тесе чӗнетчӗҫ, мана — "Галя анне" тесе, эпӗ яланах нумай ачаллӑ анне пулма ӗмӗтленеттӗм, - йӑл кулать пысӑк ҫемье амӑшӗ. — Ӗлӗк пирӗн хуҫалӑх ҫирӗпчӗ, ӗнесем, вӑкӑрсем усраттăмăр, тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх нумайччӗ, ачасем пур ӗҫре те пулӑшатчӗҫ. Арçын ачасем выльӑх-чӗрлӗхе пӑхатчӗҫ, утӑ хатӗрлетчӗҫ, хӗрачасем кил-çуртра пуҫтаратчӗҫ, манпа кукӑль пӗҫеретчӗҫ, арҫын ачасем те кӑвакал çăлма, ҫӗрулми ҫумлама пулӑшатчӗҫ, пӗтӗм ӗҫе пӗрле тӑваттăмăр.
Арçын ачасем Николай Григорьевичпа пĕрле ирех техникӑпа интересленме пуҫланă, ӑна трактор юсама пулӑшнă. Вӗреннӗ ҫулсенче Дима, Антон, Римат истори учителӗ Владимир Чернов ертсе пынипе Ленинград облаҫне шырав ĕçĕсене икӗ хутчен кайса килнӗ. Ачасем машинӑпа ҫӳреме вӗренсе ҫитсен, Руслан пиччĕшĕ "семерка" илсе килнӗ, ҫулла пурте пӗрле ҫырла татма, шыва кӗме çÿренĕ. Малашне вӗсем пурте тенӗ пекех водитель профессине суйласа илнӗ.
Мӑшӑрсем, нимӗнле хысна учрежденийӗ те ашшӗ-амӑшӗн юратӑвне улӑштараймасса шанса, тата тепӗр ачан пурнӑҫне лайӑх еннелле улӑштарма шут тытнӑ. Çапла Фурсеевсен ҫемйине Антон килнӗ, унпа пӗрле ҫемьеллӗ мӑшӑрӑн сахал мар йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тивнӗ.
Вӑл йывӑр ача пулчĕ. Пирӗн пата лекиччен
ачана виҫӗ хутчен ҫемьене илсе соцучреждение кутăн тавӑрнӑ. Пире те хӑш чухне йывăртарах килчĕ, хӑш чухне таратчӗ, йӗркеллӗ вӗренесшӗн марччӗ. Упӑшка кун пирки питӗ кулянатчĕ, - малалла каласа парать Галина Витальевна.
Ҫемьери чӑрмавсем часах иртсе кайнă. Фурсеевсен ачисем ҫемье ҫавӑрнӑ ӗнтӗ. Ачисем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫине ачашшӑн та юратса пӑхаҫҫӗ. Вӗсем патне тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ, шӑнкӑравлаҫҫӗ, вӗсем ыйтнине тума тăрăшаççĕ. Паян вӗсене 14 мӑнук савӑнтараҫҫӗ.
— Пирӗн ачасем ҫитӗнсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Вӗсем ӳснӗ вӑхӑтра эпир вӗсене май килнӗ таран ытларах вӑхӑт пама, вӗрентме, пурнӑҫра хăйсен ҫулне тупма пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр. Вӗсем пирӗн тӗрек, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, - теҫҫӗ мӑшӑрсем. — Эпир вунӑ ачана ура ҫине тӑратнӑшӑн савӑнатпӑр. Анжелика Пишпÿлекре пурӑнать, вӑл виҫӗ ача амӑшӗ. Римат та райцентрта тӗпленнӗ, май уйӑхӗнче вӑл патшалăхран хваттер илчĕ, Олега та ҫурт пачĕç. Декабрина - Оренбург облаҫӗнчи Кувандыкра, Русланпа Надежда - Сургутра, Григорий - Пелепейре. Пуринчен ытла эпир Анатолийпе Антон шӑнкӑравласса кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем паян ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче.
Палăртса хăварас пулать, Фурсеев мӑшӑрсен ячӗсене ЗАГС пайӗн хисеплӗ юбилярĕсен кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене нумай ҫуллӑха сывлӑх, юрату тата телей сунатпӑр.
Ляйла ГУМЕРОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Фурсеевсен ҫемьери архивĕнчен.
 
Римма СУЛТАНОВА, Пушкӑрт Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ:
— Нумай ачаллӑ ҫемьесене ытларах патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ун пек ҫемьесене пулӑшни паян пӗтӗм ҫӗршывшӑн ҫирӗп те аталануллӑ пуласлӑха тивӗҫтерет. Ҫавна пула Пушкӑрт Республики нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли майсемпе чарӑнса тӑмасть. Патшалӑх пулӑшӑвӗ пахалӑх планӗнче те, ачаллӑ ҫемьесене сӗнекен пулӑшу тата пулӑшу ӗҫӗсен шучӗпе те малалла ӳсӗ, тесе шутлатăп.
 
 
 
 
Юратăва нимӗн те улӑштармасть
Юратăва нимӗн те улӑштармасть
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: