Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
13 Августӑн , 11:21

Ҫамрӑксене тӗслӗх кăтартать

90 ҫулти София Петровна Михлюкова пурнӑҫри хастар позиципе, ҫирӗплӗхпе тата ӗҫченлӗхпе палăрса тăрать.

Ҫамрӑксене тӗслӗх кăтартать
Ҫамрӑксене тӗслӗх кăтартать

90 ҫулти София Петровна Михлюкова пурнӑҫри хастар позиципе, ҫирӗплӗхпе тата ӗҫченлӗхпе палăрса тăрать.

Çирĕклĕ ялӗнче пурӑнакан София Петровна Михлюкова 1934 ҫулхи августăн 1-мĕшĕнче Пчельник поселокӗнчи Михайловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш ача пулса çуралнă. Ачалӑх ҫав тапхӑрти ыттисенни пекех йывӑр пулнӑ, çемье нумай ачаллӑ пулнӑ. Йăлпăлак шкулӗнче пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, Пишпÿлекре малалла вӗреннӗ. Вӗренӳ ҫӑмӑл пулнӑ пулин те, малалла вӗренме май пулман, ашшӗ-амӑшне пулӑшмалла пулнӑ. Тӑнлӑ хӗрачана Çирĕклĕри сакӑр ҫулхи шкулта делопроизводительте ӗҫлеме сӗннӗ. Унтан ял лавкинче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта кӳршӗри Самарка, Мишаровка, Такмак, Ситек, Покровка ялӗсенчи лавкасем те кӗнӗ. Ҫынсем валли кулленхи таварсем турттаракан лашасем те пулнӑ. Тавар турттаракан пулса Валерий Идрисов ӗҫленӗ, ҫавӑнта вӑл вӑрӑм ҫивӗтлӗ илемлӗ Соньӑна асӑрханӑ, вӑл тавар илекенсене кӑмӑллӑ кӗтсе илнине палăртнă.

Часах ҫамрӑксем туй туса ирттернĕ. Соньӑна колхозри çу заводӗнче ӗҫлеме сӗннĕ. Тепӗр пурнӑҫ пуҫланнă — ҫемье тата ĕçлĕ пурнӑҫ. Ҫывӑхри ялсемпе фермӑсенчен сепарат яма флягӑсемпе сӗт турттарнă. Сепараторне алăпа çавăрнă, флягсене йытнă, хӑймине Пишпÿлеке ӑсатнӑ. Холодильниксем пулман, сӗте шывпа ҫеҫ сивӗтнĕ. Ҫамрӑк хӗрарӑма пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме ҫӑмӑлах пулман. Пӗрин хыҫҫӑн тепри пилӗк ывӑл ҫуралнӑ. 20 ҫул телейлӗ пурӑннă хыҫҫӑн Валерий упӑшки пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Турӑ ҫынна хӑй тӳсме пултарнӑ таран йывӑрлӑхсем ярать, теҫҫӗ. София Петровна пур йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттернӗ. Хӑйӗн ӗҫчен аллисемпе кирлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, ачасене воспитани панӑ. Пурте ӳссе ҫирӗп ҫынсем пулса тӑнă, пурте лайӑх пӗлӳ илнĕ.

— Ялта арҫынсӑр пурӑнма питӗ йывӑр. Такмак поселокӗнчи арăмсăр юлнӑ Юпитер Михлюковпа, ҫав тери хисеплӗ ҫынпа, тӗл пулма шăпа çырнă пулӗ. Ҫӗнӗрен ҫемье ҫавӑрма шутларăмăр. Кил-çурта тирпейлесе, пысӑк хуҫалӑх тытрăмăр. Туслӑ та килӗштерсе 32 ҫул пурӑнтӑмӑр пӗрле, — чĕререн тав туса та хисеплесе каласа парать Соня аппа Юпитер Минигареевичпа пӗрле пурӑнни ҫинчен.

Паян София Петровна ывӑлӗпе Вячеславпа пурӑнать. Пӳртре таса, канлӗ. Хăйсен утар пур. Вячеслав Валерьевич наукӑпа пӗр тан утма тӑрӑшать. Интернетра хурт-хăмăр ҫинчен тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем пĕлет. Соня аппа качакасене пӑхать. София Петровна ватӑ пулсан та, пурне те астӑвать, ӑнланать, ҫӗршыври ӗҫсем мӗнле пынине сӑнать. Украинӑра ҫапӑҫакан каччӑсемшӗн пӑшӑрханать. Чӑлха ҫыхать, пыл, ҫуртасем валли ӑвӑс, активлӑ хутшӑну — боецсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухма хутшăнать, салтаксене хӑвӑртрах киле таврӑнма сунать. Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ҫуртне Сахалинтан, Мускавран, Уфаран, Новосибирскран ачисем, мӑнукӗсем, мăнукĕсен ачисем пухӑннӑ та ӑна юбилей ячӗпе саламланӑ.

Людмила РОМАНОВА,

Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: София Михлюкован архивӗ.

Ҫамрӑксене тӗслӗх кăтартать
Ҫамрӑксене тӗслӗх кăтартать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: