Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
24 Ноябрӗн , 09:45

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Ҫак уяв кунӗнче эпир сире хамӑрӑн чи ӑшӑ та чӗререн тухакан туйӑмсене пӗлтеретпӗр. Эсир пирӗншӗн пуриншӗн тунишĕн тав тӑватпăр. Тӑрӑшнӑшӑн, сисӗмлӗхшӗн, юратушӑн, хӗрхенӳшӗн. Ҫуралнӑранпах, ӗмӗр тӑршшӗпе эсир пире ырӑпа хӗрхенӳлĕхе вӗрентнӗшӗн, пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе хӗн-хурсене ҫӗнтерме пулӑшнӑшӑн. Эпир сирӗнпе ирттернӗ кашни минута хаклатпӑр.
Уйрӑм саламсене тӑлӑх ачасене воспитани панӑ аннесем, героиня аннесем тата нумай ачаллӑ аннесем тивӗҫлӗ. Хӑвӑр ачӑрсене пӗтӗм вӑй-халăра парса эсир вӗсен пуласлӑхне йӗркелетӗр, пурнӑҫра ӑнӑҫу никӗсне хыватӑр. Ҫак пысӑк та кӑткӑс ӗҫшӗн сире пысӑк тав тӑватпӑр.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен амӑшӗсене уйрӑм тав сӑмахӗсем. Эсир хӑвӑр ачӑрсене Раҫҫейĕн чӑн-чӑн патриочĕсем пулма вӗрентнӗ, вӗсем халӗ пирӗн Тӑван çӗршывшӑн кӗрешеҫҫӗ! Вӗсем часах ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса шанатпӑр.
Сире пурне те чи лайӑххине сунатпӑр! Савӑнӑҫ, чун лӑпкӑлӑхӗ, ырлăх-сывлӑх. Сирӗн илемлӗ те юратнӑ сӑн-питӗр ҫинчен кулӑ ан ҫухалтӑр. Сире те, сирӗн ҫемьесене те телей пултӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

 

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: