Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
17 Декабрӗн 2024, 10:28

Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхĕпе экзамен ăнăçлă панă

Ситекри Кудряковсен ҫемйи нумай ачаллӑ, ырӑ та телейлӗ çемье пек чапа тухнӑ.

Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхĕпе экзамен ăнăçлă панă
Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхĕпе экзамен ăнăçлă панă

 

Ситекри Кудряковсен ҫемйи нумай ачаллӑ, ырӑ та телейлӗ çемье пек чапа тухнӑ.

Вячеславпа Мария Кудряковсем хушшинчи ҫыхӑнусем ачаранпах пуҫланнӑ. Пӗр урамра пурӑннă, пӗрлехи туссен ушкӑнӗнче вӑхӑтне ирттернĕ, ӗҫсемпе йӑпанусене пайланă.

Шкултан вӗренсе тухсан, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, тĕл пулма чарӑнман. Анчах пӗррехинче, шавлӑ компанире пӗр юлташĕн ҫуралнӑ кунĕнче, Вячеслав Мария уншăн тус-юлташ кăна мар, пурнӑҫ çулĕпе пĕрле утмалли шанчӑклӑ çын пулнине ăнланса илнĕ. Ӑна киле ҫитиччен ӑсатса яма сӗннӗ, ҫав каҫах хăйĕн туйăмĕ çинчен каласа панă, хӑй ҫара кайни ҫинчен каласа панă. Мария Вячеслав тепӗр кунне вӗренме каясси ҫинчен, унтан тӳрех Тӑван çӗршыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлама каясси ҫинчен пӗлмесӗрех кӗтсе илме сӑмах панă. Икӗ ҫул ытлана уйрӑлу пуҫланнă. Совет филь-мĕсенчи пек хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫырнӑ. Мӑшӑрсем çав самантсене халӗ те ӑшшӑн аса илеççĕ, Вячеслав Марийӑн пионер галстукне ҫыхнӑ сăнÿкерчĕкне халĕ те упрать, лешӗ ӑна конвертпа ҫӗршывӑн тепӗр вӗҫне ярса панă пулнă.

Нумайранпа кӗтнӗ тӗлпулу хумхануллă пулнă: вăтанни, именнни, савӑнӑҫпа ӑшӑлăх. Мариян ҫӳҫӗ ун чухне вăрăм, пилӗкрен аяларах пулнӑ. Тĕлпулăва темӗн чухлӗ вăхăт пуҫтарӑннӑ, чӳрече умӗнче кĕтсе вăрах вӑхӑт ирттермессе Вячеслав Марияна фен парнеленӗ, клубра "Мираж" ушкӑнӑн юратнӑ юррисене сиктерсе хӑварас мар тесе васканă. Кӑштахран Вячеслав мĕн авалтан йышăннă йăла-йӗркипе Мария ашшӗ-амӑшӗсем патне юратнӑ хĕре качча илме пил пама ыйтма кайнă.

1989 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшпе 7-мӗшӗнче пӗтӗм ял шавланă. Туя тусӗсене те, тӑванӗсене те чӗннӗ. Пур мероприяти тăршшĕпе ташӑсемпе юрӑсем, конкурссем иртнĕ. Ҫак паллӑ событи ҫинчен ӑшӑ асаилӳсем чĕрене ҫаплах ӑшӑтаҫҫӗ-ха.

1990 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчене малтанхи ывӑлӗ Олег килет. Марияпа Вячеслав ачана питӗ кӗтнĕ, ача ҫуратсан вӗсен пурнӑҫӗ мӗнле пуласси тата мӗнле улшӑнасси ҫинчен шухӑшланă. Халӗ Олег хӑйӗн пурнӑҫне автомобильсемпе ҫыхӑнтарнă, шина центрĕнче ӗҫлет, Ольга мӑшӑрӗпе пӗрле виҫӗ илемлӗ хӗр пĕрчи — Мария, Таисия тата Есения пӑхса ӳстереççĕ. Часах мӑшӑрсем паянхи кунчченех тăвакан пӗрремӗш йӑвине — кил-ҫурт тума тытӑннӑ. Ӗҫ нумай пулнӑ, анчах мӑшӑрсем хӑйӗн пуласлӑхӗшӗн, хӑйсен ачисемшӗн ывӑннине пӗлмесӗр ӗҫленӗ.

1991 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче иккӗмӗш ача — Алена çуралать. Ашшӗ кӗтнӗ юратнă хӗрӗ. Алена тин ҫуралнӑ ачасен фотографĕ пулса ӗҫлет, Айрат упӑшкипе пӗрле ывӑлпа хӗр — Алима тата Амелияна воспитани параççĕ.

Ҫапла икӗ ачаллă мӑшӑр хуҫалӑха малалла йӗркелеççĕ. Вӑхӑт ҫӑмӑл пулман, ҫапах та телейлĕ. 1994 ҫулта хатĕрленĕ вут-шанкă пӗтӗмпех пӗтсе ҫитнине, ялта газ яма шутланине пула нумай хатĕрлеменнине аса илеҫҫӗ, анчах ку таранччен кĕтмелле пулнă, чӗрӗ вутта солярка сапса хутнă (юрать-ха, Вячеслав ҫав вӑхӑтра бензовозпа ӗҫленӗ).

1994 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗнче ҫут тӗнчене Павел ывӑлӗ ҫуралать. Вячеславпа Мария каланӑ тӑрӑх, ҫемьери чи лӑпкӑ та итлекен ача. Халӗ Павел Ҫурҫӗрте ӗҫлет, ҫемье ҫавӑрма шутлать. Пӳртре ӑшӑ яраççĕ, пурнӑҫ условийӗсем хӑтлӑрах пулаççĕ, ҫӗнӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Тепӗр икӗ ҫултан, 1996 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗнӗ хушăну — Анатолий ывӑлӗ ҫуралать. Хальхи вӑхӑтра вӑл анестезиологипе реанимаци медицина отрячӗн ятарлӑ тӗллевлӗ уйрӑмӗнче ӗҫлет. Вӗсем Карина мӑшӑрӗпе Мирослава хӗрне ҫитӗнтереҫҫӗ.

Тепӗр пилӗк ҫултан ҫут тӗнчене Лилия хӗрӗ çуралать. Мӑшӑрсем ку — тахҫантанпах кӗтнӗ ача, тесе кулаççĕ. Мария ача ҫуратмалли палатӑра ҫемье ҫӗнӗ членне кӗтсе пӗр уйӑх тăршшĕ выртнă. Хальхи вӑхӑтра Лилия университетӑн юлашки курсне пӗтерет те малашнехи плансем тӑвать.

Мария Ивановна, иртни ҫине ҫаврӑнса пӑхса, тӳрех калать: качча кайнӑ чух, пурте ҫапла пулса тухасса вӑл шухӑшлама та пултарайман. Вячеслав хулара пурӑнма сӑмах панӑччӗ, анчах халӗ пурнӑҫ хӑй ӗмӗтленнинчен те лайăхрах пулса тухнă. Мӑшӑрсем хӑйсен участокӗнче ҫурт лартнӑ, пысӑк хуҫалӑх йӗркеленӗ: кунта выльӑх-чӗрлӗх те, сад та, пахча та, пахчаҫимӗҫ туса илекен пахча та пур. Вячеслав Иванович хӑй валли мастерской тунӑ, унта ывӑлӗсемпе хуҫалӑхри пур ӗҫсене те тӑвать. Ҫамрӑклӑхне аса илсе, Мария тата Вячеслав пӗр-пӗринсĕр пӗр кун та пурӑнма пултарайманни ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсен юратӑвӗ илемлӗ те ҫутӑ пулнӑ. Ҫак туйӑмсене вӗсем, тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, паян кунчченех упранӑ. Телейлӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ саманчӗсем — мӑшӑр хисеплени, шанчӑклӑ пулни тата пӗр-пӗрне вӗҫӗмсӗр пулӑшни тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ вӗсем мӑнукӗсем каникула килессе чăтăмсăр кӗтеҫҫӗ, ачисене хӑйсен ҫемйисемпе кӗтсе илеҫҫӗ, хӑйсен вӗҫĕ-хĕррисĕр опычӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ, ҫав опытпа ачисем хӑйсен пурнӑҫӗнче усӑ кураҫҫӗ.

Лилия КУДРЯКОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Кудряковсен ҫемье архивӗнчен.

 

Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхĕпе экзамен ăнăçлă панă
Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхĕпе экзамен ăнăçлă панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: