Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Декабрӗн 2024, 14:31

Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ

Ачасене ҫемье историйӗ, йӑх-кӑк, ҫемье йӑли-йӗркисем ҫинчен пĕлĕвне аслӑлатас тӗллевпе Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ.

Вӗренӳ ӗҫӗнче ачасемпе пӗрле "Манӑн ҫемье", "Генеалоги йывӑҫӗ мӗн вӑл", " Ячӗсем, ашшӗн ячӗсем, хушаматсем", "Çывӑх ҫыннӑмсен ачаш ячӗсем" темӑсемпе калаҫусем иртнĕ. Ҫемье ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем, калавсем, ваттисен сăмахĕсем нумай вуланӑ, "Хӗр-анне", "Пирӗн туслӑ ҫемье" сюжетпа роль вӑййисем нумай вылянӑ.
Проекта пурнӑҫлама ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ҫемйин генеалоги йывӑҫне ачисемпе пӗрле туса хастар хутшӑннă.
Ачасем, ҫемье членӗсем ҫинчен каласа парса, хӑйсен генеалоги йывӑҫҫине презентациленĕ.
Хӑйсен презентацийӗсемшӗн ачасем тав ҫырӑвӗсемпе парнесем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282

Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ
Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ
Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ
Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ
Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче "Манӑн генеалоги йывӑҫҫи" проекта пурнӑҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: