Хушăлка ял тăрăхĕнчи Петровкăра пурăнакан Иван Николаевичпа Надежда Семеновна Спиридоновсем официаллӑ регистрациленнӗренпе 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Туй иртнӗренпе утмӑл ҫул — хисеплӗ мӑшӑрсем чыслӑ та тивӗҫлӗ пурнӑҫ ҫулне ҫирӗплетсе пани. Официаллӑ мӑшӑрлану кунӗнчен пуҫласа 60 ҫулти юбилее бриллиант туйĕ тесе калама йышӑннӑ. Ҫавӑн пек мӑшӑрсем чӑннипех тӗрӗслӗх, тӳрӗлӗх тата юрату тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
— Эпӗ хаяр та вăрçă пуçланнă 1941 ҫулта ҫуралнӑ, хамӑн юратнӑ мӑшӑрӑмран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех. Лайăхрах куратӑп, лайӑхрах илтетӗп, ҫавӑнпа та икӗ ҫыншӑн калаҫатӑп, — тет яланах ӑшшӑн кулакан Надежда Семеновна. — Тӳрех каласа тӗрӗслетĕп. Эпир Ваньӑпа 1963 ҫулхи ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче мӑшӑрлантӑмӑр, урӑхла каласан 62 ҫул каялла, туй турӑмӑр. Ун чухне эпир мӑшӑрлану акчӗсен саккунлӑ ҫырӑвӗсем ҫинчен шухӑшламан та. Официаллӑ мӑшӑрланӑва вара документсем тӑрӑх 1965 ҫулта, ҫут тӗнчене аслӑ ывӑл килсен, мăшăрлă пурнӑҫпа пурăннă икӗ ҫултан тин йӗркеленӗ. Пирӗн мӑшӑрпа тӑватӑ ача.
Надежда Семеновна Калиновка ялĕнче ҫуралса ӳснӗ, унта унӑн ашшӗ-амӑшӗсен икӗ ывӑлпа пĕр хӗр пулнӑ. Надежда, хӑйӗн тантӑшӗсем пекех, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче Тельман ячӗллĕ колхозра 12 ҫултанпа хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Качча тухнӑ хыҫҫӑн вӑл совхозра ĕне ферминче дояркӑра ӗҫленӗ, сысна ферминче сысна та пăхнă, ҫавӑн пекех сахăр кăшманĕн плантацийӗсенче те ӗҫленӗ, виҫшер гектар çумланă.
— Манӑн юратнӑ мӑшӑр Иван Николаевич та колхозниксен ҫемйинче ӳснӗ, унта икӗ ывăлпа пӗр хĕр пулнӑ, — малалла калать Надежда Семеновна. — Вӑл "Хушăлка" совхозӑн малта пыракан механизаторӗ пулнӑ. Сахăр кашманĕ кăларакан комбайнпа комбайнерта нумай ҫул ӗҫленӗ. Сахӑр кӑшманне пуҫтарса кӗртес енӗпе район чемпионӗ темиҫе хут та пулнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна совхоз ертÿçисем хавхалантарнӑ — санаторипе курорт путевкисем пилӗк хутчен панă. Тивĕçлĕ канӑва тухиччен Т-130 тракторпа бульдозеристра вӑй хунӑ.
Бриллиант мӑшӑрсен Хисеп грамотисем нумай. Вӗсене иккӗшне те "Ĕҫ ветеранӗ" медальсемпе наградӑланӑ. Паян ҫак ҫемье пысӑк та туслӑ, питӗ ӗҫчен пурнӑҫпа пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗн Александр тата Галина кинӗн ҫемйипе пурăнаççĕ, вĕсем аслашшӗпе асламӑшне пилӗк мӑнук парнеленĕ. Ҫак кунсенче юратнӑ кинне, нумай ачаллӑ аннене, республикӑн тӗп хулинче "Анне мухтавӗ" медальпе наградăламалла. Ҫавӑн пекех вӗсемшӗн вуникӗ мӑнукпа мӑнукĕсен ултӑ ачи пысӑк пуянлӑх шутланать. Спиридоновсен картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх туллиех. Ҫак кунсенче Спиридонов мăшăрсем патне Хушăлка ял совечӗн работникӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн Тав ҫырӑвне вуласа панă, бриллиант туйĕ ячĕпе администраци ячӗпе пылак парне панă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.