Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
12 Мартӑн , 10:37

Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем

Хушăлка ял Совечӗн Петровкӑри Константин Михайловичпа Галина Николаевна Кузнецов мӑшӑрсем 50 ҫул килӗштерсе, пысӑк юратупа пурӑнаҫҫӗ.

Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем

Хушăлка ял Совечӗн Петровкӑри Константин Михайловичпа Галина Николаевна Кузнецов мӑшӑрсем 50 ҫул килӗштерсе, пысӑк юратупа пурӑнаҫҫӗ.

Ҫур ӗмӗр тăршшĕ кӗтнӗ юбилей — мӑшӑр пурнӑҫӗнче ылтӑн туй. Ҫак куна питӗ сахал мӑшӑрсем паллӑ тума пултараççĕ, çавăнпа та уяв та ҫавӑн чухлӗ хаклӑрах. Ылтӑн — сайра тӗл пулакан хаклӑ йышши металл, ӑна ахаль ҫеҫ тупмаççĕ. Вара нумайӑшӗ килӗшӗҫ: юратнӑ ҫынпа чун-чӗререн ҫур ӗмӗр пурӑнасси, ҫемье пурнӑҫӗн шыв айӗнчи чулӗсене, пурнӑҫри ӑпӑр-тапӑрӗсене ҫӗнтерсе пыма ҫӑмӑлах мар. Анчах вӗсене тивӗҫлӗ тӳссе ирттернӗ ҫынсем тӑванӗсем, хӑйсен юратнӑ ачисем, мӑнукӗсем хушшинче пысӑк хисеп илме тивӗҫ.

— Эпир Костяпа 1975 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче, шӑпах эпӗ ҫуралнӑ кун, мӑшӑрлантӑмӑр, — тет Галина Николаевна. — Приютовăра нумай вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн Петровкӑна шӑпа ирӗкӗпе лекрĕмĕр. Кунта пурӑнакан чирлӗ аннене пӑхмалла пулчĕ. Эпĕ çут тӗнчене Пишпÿлекре килнӗ. Ман атте ун чухне агроном пулнӑ, ял хуҫалӑх управленийӗнче ӗҫленӗ, хӑй вӑл шӑпах Петровкӑран пулнӑ. Ӑна парти райкомӗ хӑйӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывне "Хушăлка" пысӑк совхоза ҫӗклеме ҫемйипе янӑ. Совет саманинче ҫакӑн пек кадрсене улӑштарасси хăй йӗркипе пулса пынӑ. Парти "Кирлӗ!" тенĕ те, ҫапла пулнă та.

Хӗрарӑм илемне упраса хӑварнӑ, ылтӑн юбиярша Пелепейри "Автонормаль" заводра вӑтӑр ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл бригадир вырӑнӗнче термо цех лабораторийӗнче ӗҫленӗ, ҫамрӑксен наставникӗ пулнӑ.

— Эпӗ Хушăлка ял Советӗнчи Çирĕклĕтамакра ҫуралнӑ, — хутшӑнать калаҫӑва Константин Михайлович. — Стратегилле тӗллевлӗ ракетӑсен ҫарӗнче виҫӗ ҫул служит турӑм. Ҫар хыҫҫӑн токарь пулса ӗҫлерĕм, нефть техникумӗнчен вӗренсе тухрăм, 1969 ҫултан пуçласа 2007 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухиччен "Аксаков-нефть" НГДУра вӑй хутăм. 1-мĕш нефть промысли механикӗ те, нефтегазосборочнӑй пунктӑн установка начальникӗ пулса ӗҫленӗ.

Арçын тахçантанпах кӑвакарчӑн ӗрчетес тата усрас ӗмӗтпе пурăннă, халĕ ĕмĕт пурнӑҫланӑ.

— Пиллӗкмӗш класра манӑн класс ертӳҫи Анатолий Петрович Смолов ҫамрӑк та пултаруллӑ педагог пулнӑ, — тет кăвакарчăнсене юратаканскер. — Вӑл ун чухне Хушăлкари вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Вӑл баянпа питӗ лайӑх вылятчĕ, питӗ лайӑх ӳкеретчĕ. Эпир кӑвакарчӑн ӳкернĕ урок яланлӑхах асра юлчӗ. Доска ҫинчи шурӑ пурӑпа ÿкернĕ учитель кӑвакарчӑнӗ мана чӗрӗ кайӑк пек туйӑнатчӗ. Ҫапла ҫуралчӗ манра кӑвакарчӑнсене юратни. Акӑ ӗнтӗ, эпӗ пенсие тухсан, 60 ҫулта манӑн ача чухнехи ӗмӗт тинех пурнӑҫа кӗчӗ. Картапа юнашар кӑвакарчӑн карти туса лартрăм, кайӑк пасарӗнче икӗ тĕрлĕ ӑратлӑ кӑвакарчӑн туянтăм. Халӗ ӗнтӗ манӑн кӑвакарчӑн йӑвинче вӑтӑр ытла ҫав илемлӗ вӗҫен кайӑк пур: шлейбойсем, николаевскисем, пермь, уфа ăратлисем т. ыт. те.

Кузнецов ӗҫ ветеранӗсен Андрей ывӑлне, Аленӑпа Марина хӗрӗсене ӳстернӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшне ултӑ мӑнук парнеленӗ. Халӗ вӗсен мӑнукĕсен тӑватӑ ачи ҫитӗнет. Вӗсем валли килти хуҫалӑхра аслашшӗпе асламӑшӗ сурӑхсемпе чӑхсем, ҫавӑн пекех хӑвӑрт ҫунатлӑ илемлӗ кӑвакарчӑнсем усраҫҫӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

 

Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Петровкăри юратупа кӑвакарчӑнсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: