Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
20 Майӑн , 10:57

Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă

Кашни ҫул майӑн 15-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Çемье кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кашни ҫул майӑн 15-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Çемье кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Манӑн хаваслӑ ҫемье» спортпа вӑйӑ программинче уяв историйӗ ҫинчен каласа панă, унтан хутшӑнакансене спорт вӑййисемпе конкурссене хутшӑнма сӗннĕ. Командӑсем спорт конкурсӗсенче, эстафетӑсенче вăр-варлăхне, ăсталăхне тата туслӑ ӗҫленине кăтартнă.
Пушкин картти проект шайӗнче «Ҫемье — ӑс-хакӑл хаклӑхӗсен управçи» пӗлӳ программинче ҫамрӑксене тата ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшмалли патшалӑх программисем, ҫемьесен пурнӑҫ шайне лайӑхлатмалли ҫӗнӗ социаллӑ проектсем ҫинчен каласа панӑ. «Çемье, туслӑх ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем», «Ачаш сӑмах», «Кам иккенне пӗл?» викторинӑсем, вӑйӑсем, конкурссем хаваслă иртнĕ. Хутшӑнакансем ҫемье институчӗ ҫине хальлĕхе ҫирӗп пӑхман ҫамрӑк ҫынсемшĕн усăллă информацие пӗлнӗ.
 
#Семья_и_я
#Пушкинская_карта
#Кистенли_Богдановский_СДК
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри Культура ҫурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Кистенлĕре Çемье кунне паллӑ тунă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас