Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
27 Майӑн , 09:26

Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче «Эсӗ тата санӑн йӑх-несĕл» пӗлӳ программи иртнӗ.

Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче «Эсӗ тата санӑн йӑх-несĕл» пӗлӳ программи иртнӗ.

Пĕлÿ сехетне хутшӑнакансем йӑх-несĕл хӑйсен ĕлĕкхи тăванĕсем çинчен пĕлме, вĕсем мӗн ӗҫлесе пурӑннине асра тытма, хӑйсен ҫемйин йӑлисене пӗлме пулнине пӗлнӗ. Мероприяти пынӑ май ертÿçĕ хутшăнакансене йӑх-несĕл тата генеалоги йывӑҫӗ мӗн иккенне каласа панă, ҫемье йышӗ мӗнлине, ҫавӑн пекех ҫемье членӗн тата унӑн хурӑнташӗсемпе ҫыхӑннӑ кашни ҫыннӑн тивӗҫӗсем ҫинчен ӑнлантарса панă.

Малалла хутшӑнакансем ҫемье йӑли-йӗркисем ҫинчен калаҫнă, хӑйсен ӑру ячӗсем ҫинчен каласа панă, тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнă, кил-йыш ҫинчен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнĕ,

«Кам ку пĕл?», «Ҫемье азбуки», «Ҫемье шахмачӗ» вăйăсене хутшăннă.

Мероприяти вӗҫленнӗ май ертÿçĕ хутшăнакансене «Манӑн йӑх-несĕл» генеалоги йывӑҫӗн схемине тума сӗннӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

 

 

Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче йӑх-несĕл çинчен пӗлӳ программи иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас