Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
4 Июлӗн , 10:51

Хăвăн йăх-тымарна пĕлни пĕлтерĕшлĕ

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Манӑн йӑх-тымар» тематика программи ирттернĕ.

Хăвăн йăх-тымарна пĕлни пĕлтерĕшлĕ
Хăвăн йăх-тымарна пĕлни пĕлтерĕшлĕ
Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Манӑн йӑх-тымар» тематика программинче ачасем ҫемье ҫыннӑн пурнӑҫӗн, историйӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланакан чи ҫывӑх тавралӑхӗ пулнине пӗлнĕ. Хӑйӗн ҫемйин историне пĕлесси кашни çыншăн кирлĕ. Пиртен кашниех ӗмӗр тӑршшӗпе хӑйне шырать. Эпир камсем, пирӗн мӑн асаттесем ӑҫта ҫуралнӑ, пирӗн юн тымарӗсенче кам юнӗ юхать, хамӑр ачасене мӗн каласа пама пултарӑпӑр — ҫак ыйтусемпе пиртен нумайӑшӗ пӗрре те пулин тĕл пулнă. Шӑпах генеалоги ҫакӑн пек ыйтусене хуравлама пултарать. Характер енӗсем, ӗҫсем, йышӑнусем — ҫакă пурте воспитани панинчен кӑна килмест Генетика пирӗн пурнӑҫа  витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та пирӗн мӑн асаттесем мӗн пулнине, вӗсем мӗнле ҫынсем пулнине пӗлни питӗ кирлӗ.
Паха ен вӑл - ҫынна манманни. Пиртен кашниех тенӗ пек вилсен асра тыттарасшӑн.
Йӑх - мӑн аслашшӗсен чаплӑ ӗҫӗсене асра тытакан, унти ҫемье йӑли-йӗрки ӑруран ӑрӑва куҫса пырать.
Кашнин хӑйӗн мӑн аслашшӗсен ятне асра тытмалла, кайран ӑна сан ҫинчен те упрамалла тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫемьене пӗтӗмлетсе кӑтартмалла пулсан йӑх йывӑҫҫине суйлаҫҫӗ. Мероприятире вӗсем мӗнле пулма пултарнине кӑтартнă. Ачасемпе мӗн илтнипе усӑ курса хӑйсен йӑх-несӗл йывӑҫҫисене тунӑ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детский_досуг
#Родословное_дерево_семья
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Хăвăн йăх-тымарна пĕлни пĕлтерĕшлĕ
Хăвăн йăх-тымарна пĕлни пĕлтерĕшлĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас