Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
8 Июлӗн , 09:54

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр

 

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак уяв ҫирӗп ҫемье тата кил вучахӗн ӑшшин символӗ пулса тӑчӗ.

Паян уяв умӗн килӗсенче ача-пӑча куллипе тулнӑ ҫемьесене уйрăмах палӑртас килет. Нумай ачаллӑ ҫирӗп ҫемье - ҫӗршыв пуласлӑхӗн никӗсӗ, общество ҫирӗплӗхӗн никӗсӗ. Хӑйсен хутшӑнӑвӗсен ӑшшине ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тухнӑ ҫемье союзӗсен юбилярӗсене уйрӑм хисеп, вĕсем тӗлӗнтереççĕ. Пирӗн кулленхи тӗллев кашни килте ҫемье йӑли-йӗркине тытса пырасси. Шӑпах ҫакӑн пек ӗмӗрхи хаклӑхсем пирӗн обществӑна ҫирӗпрех те телейлӗрех тӑваҫҫӗ-ҫке.

Пишпÿлек районӗнчи кашни ҫемье пӗр-пӗринпе килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнтӑр, сирӗн ҫемьесен сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр, кунсем савӑнӑҫпа, телейпе тулччӑр!

Район Совечĕн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.

Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

Сӑнӳкерчӗк çинче: Йăлпăлактамакри Радикпа Гузелия Нигметзяновсен ҫемйинче юратупа шанчӑклӑх тата ӗҫченлӗх тӗп хаклӑхсем пулса тӑраҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ФОМИНА.

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр
Автор: Марина Иванова
Читайте нас