Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
9 Июлӗн , 11:45

Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ

Ҫамрӑк вулакансем валли библиотекарьсем «Пӗрле туслӑ ҫемье» вӑйӑ программи ирттернĕ.

Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ

Июлӗн 8-мӗшӗнче ӑшӑ та хавхалантаракан уява — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫемье вӑл — кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче чи хакли, чи пӗлтерӗшли. Ҫемье вӑл — ҫывӑх та тӑван ҫынсем, эпир юратнӑ, камран тӗслӗх илетпӗр, камшӑн тӑрӑшатпӑр, кама ырлӑхпа телей сунатпӑр. Шӑпах ҫемьере эпир юратӑва, яваплӑха, тӑрӑшулӑхпа хисепе вӗренетпӗр.

Ҫамрӑк вулакансем валли библиотекарьсем «Пӗрле туслӑ ҫемье» вӑйӑ программи ирттернĕ. Малтанах ачасене уяв историне тата Петрпа Феврони ҫинчен, ҫавӑн пекех ҫемье ҫын пурнӑҫӗнче, ашшӗпе амӑшӗ ачасемшӗн мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен, асламӑшӗсемпе аслашшӗсене хисеплени, юратни ҫинчен каласа панă. Малалла ачасем «Ҫемье», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Юрра туп», «Тутлӑ ыйтусем», «Чи илемли» кӑсӑк конкурссене хастар хутшӑннă.

Мероприяти вӗҫӗнче «Ромашка — ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх палли» ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Ромашка таса та чӗререн юратнине, ҫавӑн пекех вырӑс ҫут ҫанталӑкне тата ӑшӑ ҫуллана пӗлтерет. Ҫутӑ та хаваслӑ чечек уява паллӑ та чаплӑ тума пулӑшать. Ачасене хӑйсен аллипе тума пултарнӑ ромашкӑсем ҫине ырӑ сунӑмсем ҫырма сӗннĕ. Ачасем вӗсене Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче хӑйсен юратнӑ амӑшӗсемпе ашшӗсене, асламӑшӗсемпе аслашшӗсене парнелеме шутланӑ.

#ДвороваяПлощадка2025
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
#ДеньСемьиЛюбвиИВерности

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club84987221?from=groups

 

 

Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Июлӗн 8-мӗшӗ — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас