Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Пишпÿлекре пысӑк уяв мероприятийӗ пулнă. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ, ӑсталӑх класӗсем, аттракционсем, ача-пӑча вӑййи-кулли — ҫакă пурте Культура керменӗ умӗнчи площадкӑра пулнă. Район ҫыннисене уявпа саламлама район Совечӗн председателӗ Юрий Павлов тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллă ыйтусемпе тата кадр тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов килнӗ. Пурне те ҫемье ырлӑхӗпе телей сунса, вӗсем мӑшӑрсене тав ҫырӑвӗсем панă. Наградӑсене юбиляр-ҫемьесем тата ҫемье союзӗ тунӑ пӗр ҫамрӑк мӑшӑр тивӗҫнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups