Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Утрасвар ҫӑлкуҫӗнче ҫемье хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ, юратупа шанчӑклӑх пирки калаҫнӑ.
Питрав кунӗ умӗн тахҫан Утрасвар ялӗ пулнӑ вырăнти часовняра, шыв сиккиллӗ ҫӑлкуҫ патӗнче, эпир Ҫветтуй Петр княҫпа Феврония княгиня Муромскисене халалланă, Салаватпа Кумертау епископӗ Николай ертсе пынӑ Кӗлле хутшӑнтӑмӑр.
Ҫул ҫӑра вӑрмансем витӗр явӑнать, тахҫан пирӗн мӑн асаттесем ҫӳренӗ авалхи сукмаксене аса илтерет. Утрасвар... Часовня çеҫ, шыв сиккиллӗ ҫӑлкуҫ та иртнӗ ҫулсен чӗрӗ свидетелӗсем пек упраҫҫӗ ҫухатнӑ ял ятне.
Пухӑннисем хушшинче уйрӑм пӗрлӗх сисӗнет. Ҫумӑр хыҫҫӑн хӗвел ҫутатнӑ сӑнсем хисепленине, шанӑҫ пуррине палӑртнӑ. Николай владыка ӑшӑ кӑмӑлпа молебен пуҫларĕ. Кӗлӗ сӑмахӗсем, ҫӑлкуҫ шӑнкӑртатса юхнӑ пек, уҫлӑха чун тӗпнех кӗрсе тулаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк хӑй те тем пек кӗтсе хытса ларнӑ пек туйӑнчӗ.
Молебен хыҫҫӑн Никорлай епископ пухӑннисене кӗтӳҫле сӑмах каларӗ. Вӑл çемьери хаклӑхсен пӗлтерӗшне, Петрпа Феврония ҫветтуйсем хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе илсе тухнӑ юратупа шанчӑклӑха аса илтерчӗ. Унӑн сӑмахӗсем ӑс-хакӑл йӑли-йӗркине упрама, ӗненӗве ҫирӗплетме чӗнсе каланӑ пек янӑрарӗҫ. Унтах тӗне кӗртмелли йӗрке пулчĕ: темиҫе ачана шыва кӗртрĕç.
Эпир ҫак сӑваплӑ вырӑнта илнӗ тивлетӗн пӗр пайне чӗрене илсе салантӑмӑр. Умра — Питрав кунӗ, ӑрусен уйрӑлми ҫыхӑнӑвне, кирек мӗнле тӗрӗслеве те ҫӗнтерме пултаракан ӗненӳпе юрату хӑватне аса илтерекен уяв.
Сӑмаварпа пуян сӗтел йӗркеленӗ. Кукӑльпа тутлӑ чей ĕçрĕмĕр. Ентешӗмӗре Алевтина Герасимовна Васильевана ҫакӑн пек пархатарлӑ мероприятие чӗнсе йӗркеленӗшӗн тавтапуç. Санкт-Петербургпа Мурманскран килнӗ пирӗн хӑнасене те пурте килӗшрӗ.
Виталий СЕРГЕЕВ,
Пишпÿлек ялӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Виталий Сергеев тата Марина Иванова.