#владимирпутин
Раҫҫей правительствинче ҫемьепе демографи политикине пурнӑҫа кӗртес тата нумай ачаллисене пулӑшас енӗпе тумалли ӗҫсен ҫӗнӗ стратегине йышӑннӑ. Кун пирки Татьяна Голикова вице-премьер пӗлтернӗ. Вӑл Владимир Путина социаллӑ ыйтусемпе ирттернӗ канашлура амӑшлӑха пулӑшмалли планланӑ мерӑсем пирки пӗлтернӗ.
Президент хушӑвӗпе 2025 ҫултан ҫемье тата демографи политикине пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнă тӑватӑ ҫӗнӗ наци проекчӗ старт илнӗ: укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ «Ҫемье» проекта 18 трлн тенке яхӑн, «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫа» — 2,1 трлн тенкӗ, «Кадрсем» — 114 миллиард тенкӗ, «Сывлӑха упрамалли çӗнӗ технологисем» — 38 миллиард тенкӗ янă.
Татьяна Голикова правительство ҫамрӑк аннесене, ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ аннесене пулӑшма тӗллевлӗ темиҫе мера йышӑннине пӗлтернӗ.
Сӑмахран, 2025 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа куҫӑмсӑр майпа вӗренекен студенткӑсем валли ача ҫуратмалли пособие стипендинчен мар, регионӑн пурӑнмалли минимумне тӗпе хурса шутласа 90 пин тенке яхӑн пулать.
Правительство нумай ачаллӑ аннесен пенси стажӗ ҫинчен калакан саккун проекчӗсене ырланӑ: халӗ кашни ачана пӑхнă вӑхӑта стажа шутлаҫҫӗ.
Паттӑр аннесене ҫӑмӑллӑхсемпе Ĕҫ паттӑрӗсемпе танлаштарнӑ: уйӑхсерен паракан тӳлев 72 пин тенкӗпе е натураллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе танлашӗ, пенси ҫумне вара 32 пин тенкӗ хушӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ правительстви.