Ситекпуç ялӗн библиотекинче вӑйӑ площадки шайӗнче йӑх-тымара халалланӑ «Йывӑҫ тымарӗсемпе вӑйлӑ» мероприяти иртнӗ. Ача-пӑча площадкине хутшӑннӑ ҫамрӑк ҫынсем ялти Культура çурчӗ ҫумӗнчи «Ял историйӗн залне» ҫитсе курнă. Мероприятире ачасем вӑйӑ евӗр хӑйсен тымарӗсем тата ҫемье историйӗ пирки ытларах пӗлнĕ.
Ҫавӑн пекех хутшӑнакансем викторинӑсене хутшӑннӑ, ҫемье йӑли-йӗрки, историйӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Кун пек мероприятисем хӑйсен ҫемйи ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме кӑна мар, ҫемье ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме те, историпе тата культурӑпа кӑсӑклантарма та пулӑшаҫҫӗ.
Мероприяти вӗҫĕнче ачасем сӗтелçи тата хускануллӑ вӑйӑсем вылянă.
#Летняяигротекавбиблиотекедосуговаяплощадка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.