Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
16 Сентябрӗн , 11:29

Ача садĕнче «Çемьепе хутшӑнмалли кун» уява паллӑ тунă

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче ҫулсерен тӗлӗнмелле, анчах питӗ кӑмӑллӑ «Çемьепе хутшӑнмалли кун» уява паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «АБВГДЕйка» шкула хатӗрлекен ушкӑн ачисем те ҫак куна паллӑ тунă. Раҫҫейре ҫемье символӗ вӑл ахаль чечек — ромашка, ачасем ромашка туса чечекĕн кашни çеçки ҫине хӑйсен ҫемйине ӳкерес тенĕ. Ҫеҫкесем айӗнче ачасене ыйтусем, тупмалли юмахсем, каларӑшсем кӗтнĕ. «Пирӗн туслӑ ҫемье» фотокурав йӗркеленĕ, унта воспитанниксем чи илемлӗ самантсене хаваспах аса илнĕ.

Ҫемье вӑл — ҫыннӑн чи кирли, чи хакли. Пирӗн ачасен ҫывӑх ҫыннисен юратӑвне, тӑрӑшулӑхне яланах туймалла. Ҫемьепе тутлӑ кукӑльпе чей ӗҫсе е сӗтелçи интереслӗ вӑйӑ выляса ирттернӗ вӑхӑт — хаклӑран та хаклӑ.

Ачасем хӑйсен ҫемйи ҫинчен, пӗрле мӗнле ҫӳрени, канни ҫинчен хаваспа каласа панă, ара, кашниех хӑйӗн ҫемйи чи туслӑ та телейлӗ тесе шутлать-ҫке.

#деньзаднем
#работасродителями
#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

Ача садĕнче «Çемьепе хутшӑнмалли кун» уява паллӑ тунă
Ача садĕнче «Çемьепе хутшӑнмалли кун» уява паллӑ тунă
Ача садĕнче «Çемьепе хутшӑнмалли кун» уява паллӑ тунă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас