Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Орлята России» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Пысӑк ҫемье вӑййисем» шкул тапхӑрӗ иртнӗ.
Вӑйӑсене пултарулӑх, спорт тата эрудициллӗ ҫемьесем хутшӑннă: Леонтьевсен çемйи (2«а» класс), Кадыровсен ҫемйи (2«б» класс), Ямаевсен ҫемйи (2«б» класс), Даниловсен ҫемйи (3«а» класс), Вариковсен ҫемйи (3«б» класс).
Пур заданисене те «Орлята России» программӑн трекӗсем тӑрӑх тунӑ.
«Орленок-Лидер» трек: кашни команда хӑйӗн ҫемйипе паллаштарнă.
«Орленок-Эрудит» трек: хутшӑнакансен викторинӑн кӑткӑс ыйтӑвӗсене хуравламалла пулнӑ.
«Орленок-Мастер» трек: командӑсен ал ӗҫӗсене пурнӑҫламалла пулнӑ.
«Орленок-Доброволец» трек: командӑсем медальсем ӑсталанӑ, унтан хутшӑнакансем вӗсене пӗр-пӗринпе ылмаштарнӑ.
«Орленок-Спортсмен» трек: хутшӑнакансем «Хаваслӑ стартсенче» тупӑшнă.
Командӑсем хӑйсене чаплӑ кӑтартнă — пултарулӑх конкурсӗсенче те, спорт тӗрӗслевӗсенче те, тавҫӑрулӑх заданийӗсенче те.
Хутшӑнакансене пулӑшма тӑванӗсемпе вӗсен класс ертӳҫисем килнӗ: З.Н.Федорова, Н.А.Чернова, Т.С. Федотова тата А.Х. Джураева.
Ҫӗнтерӳҫе тупса палӑртма ҫӑмӑл пулман - кашни ҫемье питӗ лайӑх кӑтартусем кӑтартнӑ!
Ҫӗнтерӳҫӗ - Ямаевсен ҫемйи, вӑл шкул чысне конкурсӑн районти тапхӑрӗнче хÿтĕлӗ.
Мӗнпур хутшӑнакана, вӗсен ашшӗ-амӑшĕсене тата педагогсене хастарлӑхшӑн, пуҫарулӑхшӑн тата пулӑшушӑн пысӑк тав!
Эсир — туслӑхпа пӗр-пӗрне пулӑшни ҫемьене вӑйлӑ, шкула пӗрлешӳллӗ тунин тӗслӗхӗ!
#НавигаторыДетства
#НавигаторыДетстваРБ
#Росдетцентр
#ОрлятаРоссии
#ДвижениеПервых
#СемьиПервых
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.