Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
20 Октябрӗн , 11:34

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ

Лайӑх атте пуласси — арҫын пурнӑҫӗнчи чи яваплӑ та кирлӗ ӗҫ.

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ

Атте кунӗ — чуна пырса тивекен уяв, хӑвăн аçу-амуна темиҫе ӑшӑ сӑмах калама, ӑна юратни ҫинчен пӗлтерме черетлӗ май парать.

Атте кунӗ — аттен ҫемьери авторитетне аса илмелли, саламламалли, ҫӗклемелли, вӑл ачасене воспитани парассишӗн яваплӑха ӳстермелли сӑлтав. Ку вара ҫак уявӑн тӗп тӗллевӗ!

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи ачасем хӑйсен шедеврӗсенче ашшӗсене ҫав тери юратнине хывнӑ. Ачасем вырӑс халӑхӗн «Ӑслӑ атте» юмахне итленӗ. Аттесене халалланӑ сӑвӑсем вуланă, юрӑсем юрланă.

Лайӑх атте пуласси — арҫын пурнӑҫӗнчи чи яваплӑ та кирлӗ ӗҫ. Ывӑлӗшӗн тӗслӗх, хӗрӗшӗн ырӑ асамҫӑ пулмалла. Ҫаксене пурне те юратма, тӳсӗмлӗ вӗрентме, каласа пама, хӳтӗлеме, ӑнлантарса пама тата тума — кун пек тума атте ҫеҫ пултарать.

Пур аттесене те саламлатпӑр, вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, телейпе сывлӑх ҫеҫ сунатпӑр!

 

#ДеньОтца
#Любимыйпапочка

 

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club217412282

 

 

 

 

 

 

 

 

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Атте кунĕ иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас