Çутă çул
-26 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
24 Декабрӗн , 10:36

Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ

Хушăлкари ял библиотекинче библиотека ҫӳрекен ҫамрӑк ҫынсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли «Асамлӑ мул шыраса» ҫемье квест-вӑйă иртнӗ.

Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулхи ачасемшӗн вӑйӑран интереслӗрех ӗҫ тупма йывӑр. Уйрӑмах, енчен те вӑл мыскара тума, мул шырама тата тӗп приз илессишӗн тӗрлӗ миссисем пурнӑҫлама шутлать пулсан.

Мул шырама ҫамрӑк хутшӑнакансене ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнӑ. «Юмах», «Спорт», «Литература», «Музыка», «Математика» тата «Экологи» ятлӑ станцисем тӑрӑх ҫӳренӗ май, ачасем пуҫватмӑшсен, ребуссе тупсăмĕсене тупнă, юмахсене пӗлнӗ, тӗслӗхсене татса панӑ, ташланӑ, ҫаврӑнӑҫулӑх, хӑвӑртлӑхпа вӑй виҫнӗ.

Маршрут карттине илсен кашни команда мул шырама кайнӑ. Пӗтӗм тӗрӗслев витӗр тухнӑ хыҫҫӑн, унта хутшӑнакансем мул — тутлӑ кучченеҫ — тулли арча тупнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public131542087

Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Хушăлкари ял библиотекинче ҫемье квест-вӑйă иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас