Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
27 Мартӑн , 10:50

Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче Пушкӑрт Республикинчи Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа «Манӑн ҫемьен йӑх-несӗлӗ» пӗлӳ программи иртнӗ.

Ҫемье вӑл - юратӑвӑн, хисепӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ, этемшĕн чи хакли вӑл. Мероприяти библиотекăра пуҫланнӑ, унта библиотекарь «Шежере ӑрусен сӑнчӑрӗ» кӗнеке-куравпа паллаштарнӑ. Ертсе пыракан йӑх-несӗл тата йӑх-несĕл йывӑҫӗ мӗн иккенне каласа панă. Кашни ҫын хӑйӗн ҫемйине кӑна мар, хӑйӗн йӑхне те кӗни ҫинчен пĕлтернĕ. Ҫемье йышӗ мӗн иккенне, тӑванла хутшӑнусем мӗнле пулнине, ҫавӑн пекех ҫемьери кашни ҫыннӑн тивӗҫӗсем тата вӑл хӑйӗн тӑванӗсемпе ҫыхӑнни, ҫемье йӑли-йӗрки ҫинчен калаҫнă.

Малалла программа ял клубӗнче тӑсӑлнă. Унта хутшӑнакансем генеалоги таблицисене илемлетмелли схемӑпа, схемӑсен тӗсӗсемпе паллашнă. Ҫемье ҫинчен каланӑ ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене аса илнĕ, тупмалли юмахсене тавҫӑрнă. «Ыйту - хурав» интереслӗ вӑйӑ вылянă.
Мероприяти вӗҫӗнче хутшăнакансем ҫемье членӗсен, аслашшӗ-асламӑшӗсен, мӑн аслашшӗ-мӑн асламăшсен ячӗсене аса илсе хӑйсен йӑх-несӗл йывăçне тунӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128

Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Çирĕклĕре Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалласа пӗлӳ программи иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас