

Йăлпăлак ялӗнчи Александр Геннадьевичпа Вера Клеменьтевна Мезько мӑшӑрсем ҫур ӗмӗр юратса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Аллӑ ҫул пӗрле — цифра кӑна мар, вӑл алла-аллӑн пурӑнса ирттернӗ, савӑнӑҫпа, пӗр-пӗрне пулӑшса, ҫепӗҫлӗхпе тулнӑ вӑрӑм пурнӑҫ. Мезько мӑшӑрсен ҫемье историйӗ — чӑтӑмлӑх, хисеп тата чун-чӗререн юратни пурнӑҫри кирек мӗнле тӗрӗслеве те чӑтса ирттерме пултаракан ҫирӗп союз йӗркелеме пулӑшнин тӗслӗхӗ.
— Шӑпа пире Казахстанра пӗрлештерчӗ, — пуҫлать пысӑк та туслӑ ҫемье ҫинчен алӑ тытнӑ хыҫҫӑн, пуҫланӑ ӗҫрен пăрăнмасӑр, ҫирӗп усадьба хуҫи, эпир мĕнле сăлтавпа килнине пӗлсен. (Вӑл ҫав вӑхӑтра каҫхи тата ирхи сӑвӑм хыҫҫӑн пӗр витре сӗт уйӑратчӗ, чупакан хӑйма юхӑмне майлаштаратчӗ, сепаратор умӗнче мӑнаҫлӑ ларатчӗ). — Ҫитмӗл ҫул каялла август уйӑхӗнче Беларуçри ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ эпĕ. Эпӗ виҫӗ ҫулта чухне виҫӗ ачаллӑ аттепе анне лайӑх пурнӑҫпа телей шыраса Инҫет Хӗвелтухӑҫне, Владивосток хулине, куҫса кайрӗҫ. Унта тӑватӑ ҫул пурӑнтӑмӑр, анчах хула хутлӑхӗнче телей тупаймарӑмӑр пулас, ҫавӑнпа иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи пӗтӗм союзри ҫамрӑксен СССРти чӗнӗвӗ хыҫҫӑн кайма шутларӑмӑр — «Çерем çĕклеме!». Казахстана ҫерем ҫӗклеме кайрăмăр. Ҫапла эпир ҫемьепе чылай ҫуллӑха Ҫурҫӗр Казахстанра Кокчетав облаҫӗнче пурăнтăмăр. Эпӗ унта шкул хыҫҫӑн выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре ӗҫлеме тытӑнтӑм. Совет ҫарӗнче Приморье крайӗнче танкист пулса тӳрӗ кӑмӑлпа службӑра тӑтăм. Чӗрӗк ӗмӗр çемьепе яланлӑхах тӑван пулса тӑнӑ Йăлпăлак ялӗнче пурӑнатӑп.
Кил хуҫи арӑмӗ Вера Клементьевна арҫынсен калаҫӑвӗ вӑхӑтӗнче кил-тӗрӗшре тӑрмашрĕ: плита патӗнче апат хатӗрленӗ май ҫаврӑнчĕ, кӗвӗллӗ сасӑпа кӗрлекен алӑ сепараторӗ айӗнчен хӑйма тултарнӑ хӑвӑрт тулакан банкӑсене улӑштарма ӗлкӗрсе, пилӗк ҫулхи мӑнукĕпе Кристинӑпа мăнукĕн ачине пӗчӗк Миланӑна пӑтӑ ҫитернӗ май. Пӗчӗк ачасене ашшӗ-амӑшӗ кунсерен кӑнтӑрлахи вӑхӑтра кукамӑшӗпе кукашшӗн хӳттине хӑвараççĕ иккен. Вӗсен икӗ хӗрӗ хӑйсен ҫемйисемпе кӳршӗре Йăлпăлакра пурӑнаҫҫӗ.
— Эпӗ Константиновсен пысӑк йӑхӗнчен. Йăлпăлак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Манăн аттепе аннен ҫичӗ ача пулнӑ: виҫӗ арçын ачапа тӑватӑ хӗрача, эпӗ унта иккӗмӗш ача пулнӑ, — калаҫӑва хутшӑнать ҫитмӗл ҫулхи кил хуҫи арӑмӗ, пирӗн пата кӗске вӑхӑтлӑха пырса ларса. — Шкул пӗтерсе Мелеуз хулинче сутуҫа вӗренсе тухрӑм. Тантӑшсем лайӑх ӗҫ укҫи илме Казахстана кайма ӳкӗтлерӗҫ. Анчах кайран эпӗ хамӑн телее илме кайнӑ пек пулса тухрĕ. Ку вӑл 1975 ҫулта пулчĕ. Эпир килнӗ вырӑнта сутуҫӑсем кирлӗ пулмарĕç, анчах дояркӑсем кирлӗ пулчĕç. Ӗне сума вара эпӗ ачаранах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа нумай шухӑшласа тӑмасӑрах фермӑна дояркӑна кайрӑм. Акӑ ҫакӑнта шӑпах пулас упӑшкапа Сашӑпа паллашрӑм. Пӗрле ӗҫлени такама та ҫывӑхлатма пултарать: ҫапла эпир малтан туслашрӑмӑр, кайран пӗр-пӗрне юратса пăрахрăмăр. Мӑшӑрлантӑмӑр. Кашни ҫул тӑван яла килеттӗмӗр. Кунта та виҫӗ пин пуҫ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ тăватчĕç. Казахстанра япӑх марччӗ, анчах мана темшӗн яланах пӗчӗк тӑван ҫӗршыва туртатчӗ. 1979 ҫулта Йăлпăлака куҫма шут тытрăмăр. Ҫапла пирӗн хӗрсем Наташӑпа Катя пӗчӗк тӑван ҫӗршывра ҫуралнӑ. Анчах совхозпа колхоз пурнӑҫӗ тӗпрен уйрӑлса тӑратчĕ. Кунта тивӗҫтересси, канасси тата ӗҫ укҫи Казахстанри совхозринчен чылай кӑткӑсрах пулчĕ. Ҫавӑнпа эпир ҫемьепе тепӗр икӗ ҫултан каллех Казахстана таврӑнма шутларӑмӑр. Ҫитменнине пире унта тӳрех хваттер пачӗҫ, паллах, ҫав ӗҫех сӗнчӗҫ.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул Мезько ҫемйин Казахстанра ҫирӗм ҫул ытла пурнӑҫпа ӗҫ иртнӗ. Анчах, пирӗнни пекех, унта та совхозсем патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр майӗпен юхӑнса пынӑ, ҫӗнӗ рынок экономикине тата общество харпӑрлӑхне урӑхлатнине пула панкрута тухнӑ. Ку вӑхӑт тӗлне мӑшӑрӑн ултӑ ача пулнӑ ӗнтӗ: пилӗк хӗрпе ывӑл. Вара ҫемье канашӗнче Вера Клементьевнан пӗчӗк тӑван ҫӗршывне Йăлпăлака ҫӗнӗрен куҫас ыйтӑва татса параҫҫӗ. Ҫак «аслӑ куҫӑм» 2001 ҫулта пулса иртнӗ.
— Эпӗ пӗр ансат чӑнлӑха ӑнлантӑм: эпир ҫук ҫӗрте пур ҫӗрте те лайӑх. Анчах акӑ пӗчӗк тӑван ҫӗршывран кӑмӑллӑрах, лайӑхрах тем тӗл пулмарӗ мана пурнӑҫра, — юлашкинчен хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшӗсемпе паллаштарать юбилярша. — Кунта пурте тӑван — ҫӗр те, ҫынсем те. Пире тӑван ҫӗршывра та ҫурт-йӗр пачӗҫ, ӗҫе вара иксӗмӗр те фермӑна кайрӑмӑр: мӑшӑрӑм выльӑх пӑхакан, эпӗ доярка. 2006 ҫулта, нумай ачаллӑ амӑшӗ пулнӑ май, тивӗҫлӗ канӑва тухрăм, анчах ӗҫе пӑрахмарăм, дояркӑра ӗҫлерĕм. Хальхи вӑхӑтра пирӗн хуҫалӑх пысӑк. Ӗнесем, вӑкӑрсем, хурсемпе чӑхсем тытатпӑр, мӑнуксемпе мӑнуксен ачисене пӑхатпӑр. Садпа пахчара чечексемпе тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстеретпӗр. Пурнӑҫри тӗп наградӑпа савӑнӑҫ — пирӗн юратнӑ ачасемпе 11 мӑнук тата мӑнуксен вунă ачи. Иксӗмӗр те пирӗн пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пулчӗ тесе шутлатпӑр!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.