

Атте кунне уявлас умӗн Пишпÿлекри «Умка» ача садӗнче «Атте пултарать!» спортпа вӑйӑ канӑвӗ иртнӗ.
Воспитанниксен ашшӗсем ачисемпе пӗрле кулӑшла ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Мероприяти ҫӑмӑл, савӑнӑҫлӑ, ашшӗсемпе ачисене чӑннипе те ҫывӑхлатакан пулнă.
Уявра пулнӑ кашни ҫын хастарлӑх тата нумай ырӑ туйӑм илнӗ.
Атте кунӗ — чуна пырса тивекен уяв, вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшне темиҫе ӑшӑ сӑмах калама, хӑйне юратни ҫинчен пӗлтерме черетлӗ май парать:
Атте, эсӗ тӗнчере чи лайӑххи,
Пысӑк планета ҫинчи чи лайӑх атте!
Санран тӗлӗнетӗп, санпа мухтанатӑп,
Эпӗ тӑван алӑран ҫирӗп тытатӑп!
Хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр, аттесене уяв ячӗпе саламлатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.